Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш Ишекӗнче юпа лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.11.2013 21:19 | 1713 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Нумай пулмасть Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялне кӗнӗ вырӑнта ҫул хӗррине юпа лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарас шухӑшпа ҫурҫӗрте ӗҫлекен В.Т. Огурцов тухнӑ иккен — вӑлах укҫине уйӑрнӑ. Кӳлепене Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ касса хатӗрленӗ.

Юпана вырнаҫтарнӑ кун ӑна чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Тӳре-шара та сахал мар пулнӑ — Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Лев Кураковпа Владимир Карсаков та хутшӑннӑ. Шкул ачисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пӗчӗк кӑна концерт лартса пачӗҫ.

Юпа тӑрринче алтӑр вырнаҫнӑ — ун ҫине вара Ишек тата яла никӗсленӗ ҫула — 1701 — ҫырса хунӑ. Шап та лӑп Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ те имӗш ҫак ял ҫыннисем ҫӗн ҫӗре. Ял ятне те ҫавӑнпа Ишек ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ишекӗ ятлӑ.

Сӑнсем: официаллӑ сайтран (24), Н. Плотников тунисем (7). «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Ишексем» ушкӑнра 20 минутлӑ видео та пур ( http://odnoklassniki.ru/video/5238360604 ).

#Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ, #Чӑваш Ишекӗ, #Патӑрьел районӗ, #Шупашкар районӗ, #Ишек

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем