Респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе чирлекенсен шучӗ юлашки кунсенче республикӑра чакнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова паян районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ видеоканашлу вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Ытти ҫул ку тапхӑрта чирлекенсен йышӗ самай пулнине шута илсен тата танлаштарсан кӑҫал чирлекенсен шучӗ 48 процент пӗчӗкрех иккенне палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулине илсен, иртнӗ эрнере 164-ӑн чирленӗ. Вӗсен хушшинче 2 ҫултан кӗҫӗнреххисемпе 14–17 ҫулсенчи ачасем нумайрах иккен. Кунта сӑмах ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ пирки пырать. Гриппа чирлекенсем вара республикӑра пачах та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен тухтӑрсем.
Шур халатлисене ӗненмесӗр каламастӑп та, ҫапах та аптӑракансем ытларах пулнӑ-тӑр теес килет. Ара, чире чылай чухне ура ҫинче, пульницӑна каймасӑр-тумасӑр чӑтса-тӳссе ирттеретпӗр мар-и?..
Амак ан ертӗр тесен вакцинаци тума сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Ене 260 ҫынна ҫитмелӗх вакцина илсе килнӗ. Ку вӑл халӑхӑн 21 проценчӗ валли ҫитмелле. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене прививка тума вӗсем ӗҫлекен предприяти-организацисен те хӑйсен кӗмӗлне шеллемелле маррине палӑртса хӑварнӑ.