Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кушманов Николай Константинович

Кушманов Николай Константинович — чӑваш сӑвӑҫи. 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивеҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ.

Пурнӑҫӗ

Турханти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ҫарта службӑра пулнӑ. Шупашкарти строителъство техникумӗнчен, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чылай ҫул Шупашкарти коммуналлӑ хуҫалӑх организацийӗсенче ӗҫленӗ. Каярахпа «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ, Чӑваш писателӗсен союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ, председателӗн заместителӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин аслӑ редакторӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне 70-мӗш ҫулсенче тытӑннӑ. Унӑн «Кун-ҫул ытамӗнче», «Тӑван ен кӗввисем», «Ҫул пуҫламӑшӗнче», «Кокель», «Тӑван ял-йышӑм хушшинче», «Ӗмӗрсен кӗрлевӗ витӗр» — 1-2 том, «Духовное наследие Кокелей» (вырӑсла) кӗнекисем тухнӑ.

Юлашкн ҫулсенче поэт куҫару ӗҫӗнче тухӑҫлӑ ӗҫлет. Вӑл Библин «Авалхи Саккунсен Халалӗ», «Псалтирь», «Иов кӗнеки», «Соломонӑн Ӳкӗт кӗнеки», «Екклезцаст Кӗнеки», «Соломонӑн «Юрӑсен юрри» Кӗнеки», «Соломонӑн Аслӑлӑх Кӗнеки», «Иисус ывӑлӗн Сирахӑн Ӑслӑлӑх Кӗнеки» хайлавсене чӑвашла сӑвӑласа куҫарнӑ.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-11-06 20:09:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4797 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем