Кӑтра Мишши (чӑн ячӗ Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич) — чӑваш ҫыравҫи. 1911 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче Тернополь хулине ирӗке кӑларнӑ чухне ҫапӑҫура вилнӗ.
1962 ҫултанпа (вилнӗ хыҫҫӑн кӗртнӗ) СССР ҪП членӗ.
1929 ҫулта Тивӗшри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ. Кайран Шупашкар педагогика техникумӗнче (1932) тата педагогика институтӗнче (1938) пӗлӳ пухнӑ.
1938-1940 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ.
Ачасене вӗрентнӗ, Чувгиз редакторӗ пулнӑ. 1941 ҫулта хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш калавӗ 1932 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленнӗ.
1932-1941 ҫулсенче хаҫатсемпе журналсенче вӑл ҫырнӑ 20 ытла илемлӗ калав пичетленнӗ.
Чи паллисем: