«Ралля Новага Дня» (Ҫӗнӗ Кун Аки) — ҫакӑн пек ятпа ҫак кунсенче Беларуҫ Республикин тӗп хулинче, Минскра, Якуб Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, кун ҫути курнӑ чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи. Чӑваш литературишӗн те, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн те ку — чӑннипех те пысӑк пулӑм.
Юлашки ҫулсенче чӑваш тата белорус литературисен туслӑ ҫыхӑнӑвӗсем чылай ҫирӗпленчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валерии Туркай, Минскра темиҫе хут та пулса курнӑ хыҫҫӑн, 2019 ҫулта чӑваш вулаканне «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!» ятлӑ белорус поэзийӗн хӑй чӑвашла куҫарнӑ антологине парнелерӗ. Кӑҫал вара Минскра, Я.Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, Валери Туркайӑн «Вершы простые мае...» (Ансат манӑн сӑввӑмсем) ятлӑ, Беларуҫ Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Митлицкий белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи кун ҫути курчӗ.
Аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӗнеки тӑванла республикӑра белорусла тухни (ӑна та М.Метлицкий куҫарнӑ) — ҫак туслӑ ҫыхӑнусене малалла ҫирӗплетни.
Белорус-тусӑмӑрсене чӑваш халӑхӗн гениллӗ поэчӗн хайлавӗсене белорусла куҫарма Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн хайлавӗсемпе тивӗҫтернӗ Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ «Ралля Новага Дня» кӗнекене белорус вулаканне парнеленӗшӗн чылай ҫул Беларуҫ Республикин информаци министрӗ пулса ӗҫленӗ, хальхи вӑхӑтра Беларуҫ Республикин Президенчӗн Администрацийӗ кӑларса тӑракан «Белорусская думка» журналӑн тӗп редакторӗ пулса тӑрӑшакан Александр Карлюкевича (ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути кӑтартассишӗн пуринчен ытла вӑл тӑрӑшнӑ, вӑлах — «Ралля Новаго Дня» кӗнекен умсӑмахне ҫыраканӗ), Я.
Белорусси ҫӗршывӗнчен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ: чылай хушӑ йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн паллӑ кинорежиссер тата писатель, киносценарист тата художник Дмитрий Никонорович Михлеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Д.Н. Михлеев 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографистсен институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Белорусьфильм» студире ӗҫленӗ. «Косые майские дожди» (1975), «В земле наши корни (1975), «Интернат ты наш» (1986), «Капля в музее» (1988), «Конец сезона туманов» (2000), «Аптрамансен йӑхӗнчен» (2000) документлӑ фильмсен, «По секрету всему свету», (1977), «Воля вселенной» (1999), «Шахтеры» (1999), илемлӗ фильмсен режиссерӗ, «Дум-Пабиби-Дум» (2017) илемлӗ фильмӑн сценари авторӗ пулнӑ. Шупашкарта унӑн «Поле перейденное» (1985), «Ось земли» (2014) кӗнекисем тухнӑ.
Д.Н. Михлеев Шупашкара час-часах килсе ҫӳренӗ, Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑннӑ, чӑваш писателӗсемпе тата журналисчӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ.
Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле.
Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер.
Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ.
Юпан 4-13-мӗшӗсенче Беларуҫ Республикинче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн регион историн, этнографи тата археологи кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ В.А.Васильев ертсе пынипе Беларуҫри чӑвашсен историпе культурине тӗпчес енӗпе этнокультура экспедицийӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Беларуҫсем Раҫҫейри университетсемпе ирттернӗ проектсем халӗччен пулманнине палӑртнӑ. Экспедици программине тӗпчев тата культура тӗллевӗсем кӗнӗ: Чӑваш Енрен тухнӑ чӑвашсем пирки документаллӑ материалсем тупасси, истори тата культура палӑкӗсемпе паллашасси.
Беларуҫри Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин патшалӑх музейӗнче вӑрҫӑри паллӑ мар паттӑрсем пирки — Чӑваш Енрен тухнӑскерсем ҫинчен — истори ҫӑлкуҫӗсем Гродно хулинчи 35-мӗш шкулти «Ӑс-тӑн упрать» музейра упранаҫҫӗ.
Беларуҫра нумай наци ҫынни пурӑнать. Ытларахӑшӗ — беларуҫ. Чӑвашсем йышӗпе унта 14-мӗш вырӑнта. Гродно хулинче иртнӗ экспедицире чӑвашсен тата беларуҫсен йӑли-йӗркине, истрине, культурине тарӑнрах пӗлме пулӑшнӑ. 35-мӗш шкулти музей экспозицийӗсем «Коля пичче» ушкӑн пирки каласа кӑтартнинчен пуҫланать.
Чӑваш Енри Никита Васильев, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, Кавказ тӑвӗсем патне ҫитнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗнчи тусӗсемпе, вырӑнти журналистсемпе тӗл пулнӑ.
— Палӑртнӑ маршрут ҫук. Ӑҫталла ҫил вӗрет — унталла каятӑп. Хӑш чухне ҫиле хирӗҫ те… Ытларах республикӑри пысӑк хуласене ҫитетӗп, унта халӑх «тӗсне» курма пулать, — тенӗ Никита.
Никита Васильев 18 ҫулта Беларуҫа, Украинӑна ҫитсе курнӑ. Чӑваш Ене те велосипедпа ҫаврӑннӑ. Унтан вӑл инҫе ҫула кайма шухӑшланӑ.
Никита Шупашкарта географа вӗренсе тухнӑ. Вӑл кунсерен 100 ҫухрӑма парӑнтарать. Никита ятарласа пӗччен тата укҫасӑр ҫула тухнӑ. Ун пек интереслӗрех-мӗн.
Никита каланӑ тӑрӑх, палаткӑра хӑрушӑ мар. Анчах тусем патӗнче ҫеҫ шиклентерет-мӗн. Унта шакалсем ҫӗрлесерен кӑшкӑраҫҫӗ иккен.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Патреккелти тӗп пӗлӳ паракан шкула Белоруҫрен парне килсе ҫитнӗ. Хӑй тӗллӗн мар-ха. Ӑна асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан Миллинсен ҫемйи илсе килнӗ.
Зинаида Ивановнӑпа Борис Николаевич Миллинсем хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Халӗ вӗсем тӑван кӗтесре инҫетре пурӑнаҫҫӗ. Хастарсем Белоруҫри чӑвашсем хушшинче хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Унта вӗсем «Шупашкар» элчелӗх пайташӗсем шутланаҫҫӗ.
Ачалӑхӑн пӗр пайӗ иртнӗ вӗренӳ заведенине вӗсем «Сокровища русского искусства», «Энциклопедии тайн и загадок Вселенной», «История России», «Школьная библиотека», «Библиотека путешествий», «Новая школьная библиотека» серинчи кӗнекесене, сӑмахсарсене, энциклопедисене тата вырӑс тата хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илсе килнӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫемьене пула шкулти вулавӑш 48 кӗнекепе пуянланнӑ.
Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн.
«Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман.
Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |