Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкарти ушкӑн Иван Яковлев ҫуралнӑ Кӑнна Кушкине ҫитсе килнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 31.10.2014 18:27 | 1568 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Кӑнна Кушкинче — Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче
Кӑнна Кушкинче — Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче

Аслӑ Патриархӑмӑр Иван Яковлев вилнӗ кун хӑнасем вӑл ҫуралнӑ тӑрӑха — Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкине — пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе юпан 23-мӗшӗнче Шупашкартан ушкӑн тухса кайнӑ. Вӑл йышра — ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, ЧНК президенчӗн ҫумӗн Алексей Леонтьев, Президиум пайташӗсем Эдуард Бахмисовпа Зинаида Воронова, комитетсен пайташӗсем Ирина Удалова, Светлана Асамат тата Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлекен Надежда Иванова.

Шупашкар хӑнисене Теччӗ район администрацийӗн ӗҫченӗсем, чӑваш наци культура автономийӗн районти ертӳҫи Володар Тимофеев, шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем кӗтсе илнӗ. Тарават кӗтсе илни вӗсем чӑвашлӑхшӑн тунсӑхлани, культурӑна хисеплени сисӗннӗ.

Кӑҫал Кӑнна Кушкине хупасси ҫинчен сас-хура тухнӑ-мӗн. Ӑна унта уҫӑмлатнӑ. Шкултан гимнази тӑвасшӑн иккен. Унта Раҫҫейри пултаруллӑ чӑваш ачисене пухӗҫ.

Шупашкарсем пушӑ алӑпа килмен. Светлана Асамат хӑйӗн тин пичетленнӗ кӗнекипе унта паллаштарнӑ, чылайӑшне шкула парнеленӗ. Чӑваш тумтирӗн ӑсти Зинаида Воронова хӑй хатӗрленӗ масмака чи маттур ачана парнеленӗ.

ЧНК хастарӗсем ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, чӑвашлӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ паллӑ ҫынсен асӑну вырӑнне ҫитсе курнӑ, часавая кӗрсе вӗсемшӗн ҫурта ҫутнӑ.

Кӑнна Кушки шкулӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта яла аталантарсси пирки калаҫнӑ. ЧНКн «Чӑваш ялӗ» комитечӗн ертӳҫи Эдуард Бахмисов ку ӗҫре пулӑшма шантарнӑ.

Иван Яковлев музейӗнче те пулнӑ, ҫӗнӗ экспонатсемпе паллашнӑ. Кӑнна кушкисем Шупашкартан килнисене Теччӗ районӗнчи чӑваш ялӗсем пирки тухнӑ кӗнекесене парнеленӗ.

#Кӑнна Кушки, #Теччӗ районӗ, #Тутарстан, #шкулсем, #хӑнасем, #Шупашкар, #ЧНК

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/192.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем