Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Тантӑш» хаҫатӑн, «Теттепе» «Самант» журналсен корреспонденчӗсем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене хаҫат тата журналсем ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсене хаҫат-журналти туслӑха малашне те тӑсма чӗнчӗҫ. Шкулти вӗренекенсем хаҫата час -часах хӑйсен хайлавӗсене ярса параҫҫӗ, вӗсем хаҫат страницисенче кун ҫути курсан савӑнаҫҫӗ.
«Паянхи номерте те Коля Ивановпа Филипп Афанасьевӑн халапӗсем пичетленнӗ», — савӑнтарчӗ ачасене Лариса Петрова, вӗсене асӑнмалӑх хаҫат парнине — «Тантӑш, Тетте, Самант», — тесе ҫырнӑ ручка парнелесе. Нина Царыгина «Тетте» журнал пирки, Илья Клочков — «Самант» пирки каласа кӑтартрӗҫ. Илья Клочков фото ӑсти пухӑннисене фотоаппаратпа туслашма чӗнсе каларӗ.
Кашни ачах парнеллӗ пулчӗ, «Тантӑш» хаҫатпа журналсем, хаҫат хастарӗсем — асӑнмалӑх парне-ручка. Хама илес пулсан эпӗ яланах «Тантӑш» хаҫата та, «Тетте» тата «Самант» журналсене те яланах ҫырӑнса илетӗп, мӗншӗн тесен шкулта ӗҫлекен кашни вӗрентекенӗн шкул ачисене куллен пулӑшса пыракан хаҫат-журнала ҫырӑнса илмеллех тесе шутлатӑп.