Юпан 28-мӗшӗнче Шупашкарти администрацире хулан тӗп пайӗнчи 2 «А» микрорайон проекчӗ пирки калаҫнӑ. Пухӑва хула администрацийӗн архитектура, хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов ертсе пынӑ.
Хулан тӗп пайне пырса тивекен ыйтусем Шупашкарта пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ. Пухӑва 200 ытла ҫын килнӗ. Гагарин, Ярмӑрккӑ, Пионер, Калинин урамӗсене пырса тивекен проекта сӳтсе явнӑ. Кӳршӗ виҫӗ сегмента тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Халӗ 2 «А» пай патне черет ҫитнӗ. Унӑн планировка проектне «Классика» архитектура бюровӗ» хатӗрленӗ. Унӑн ертӳҫи Надежда Рыжова проектпа паллаштарнӑ.
Ку территори йывӑҫсемлӗ, тӗмӗсемлӗ тарӑн ҫырма урлӑ каҫать. Улма паракан темиҫе йывӑҫ унччен кунта пурӑннӑ ҫынсенчен юлнӑ. Ҫитменнине, ҫырма кунта пӗрре ҫеҫ мар. Кунта Кайбулка юханшыв иртет.
Архитекторсем ҫырма ытлах ан курӑнтӑр тесе планировкӑра, тӗп пайра, ҫӳллӗ ҫуртсем хӑпартма йышаннӑ. Вӗсем 25 хутлӑ пулмалла. Ҫырмасене тӑпра тултармалла мар-мӗн, унта ҫӗр айӗнчи гараж пулмалла. Ун тӑрринче садсем ешерӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем пулӗҫ.
Ку район сыхлакан виҫӗ зонӑпа кӳршӗллӗ. Вӗсем — тахҫанах хупнӑ масар, фабрика тата ҫӑкӑр савучӗ. Ҫавна май ку зонӑсенче бокслӑ гараж вырнаҫтарӗҫ.
23 гектарлӑ район 10000 ҫын валли пулмалла. Вӗсем валли 334 пин тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тумалла. Кунтах 1200 вырӑнлӑ шкул, 430 вырӑнлӑ ача пахчи пулмалла.
Пухура ҫынсене канӑҫсӑрлантаракан ыйту чылай пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртсем вӗсен чӳречинчен курӑнакан хитре ҫутҫанталӑка хупламӗҫ-и? Сыхлакан зонӑсене упрамалли нормӑсене пӑхӑннӑ-и? Чылайӑшӗ архитекторсен планне ырланӑ.