Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑ хыҫҫӑн тӗп хулари общежитисемпе (вӗсене халӗ ун пек каламаҫҫӗ-ха, чылайӑшне пурӑнмалли ҫурт статусне куҫарнӑ. Анчах ятне темле каласан та общежити общежитиех юлать ӗнтӗ) сахал йышлӑ ҫемье пурӑнмалли ҫуртсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Чи малтанах тӗрӗслев ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарасси программӑна лекнӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене пырса тивессине систереҫҫӗ.
Комисси хакланӑ хыҫҫӑн конструкцие татса тӑракан хатӗрсен тата инженерии оборудованине кӑтартса акт шӑрҫалӗҫ.
Инкек сиксе тухасран епле мероприятисем ирттермеллине палӑртӗҫ.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне тата малашне пурнӑҫламалли ӗҫсен планне раштавӑн 10-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.