Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӗмпӗрте Валентина Тарават ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Кун пирки МАХра «Хырар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.
Мероприятие Валентина Николаевнӑн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен.
Валентина Тарават (Игнатьева) – поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, поэта таиа прозаика юбилейпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗн ӳнерпе культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. «Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Николаевна вулав культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Уява ҫавӑн пекех ҫыравҫӑн тусӗсем, литература ҫыннисем, вӗренекенӗсем, пултарулӑхне кӑмӑллакан ытти ҫын та хутшӑннӑ», — тесе пӗлтернӗ «Хыпар - Вести Чувашия» каналта.
