Ыранпа тепӗр кун Шупашкарта «Ӳсӗр водитель» профилактика мероприятийӗ иртмелле. Ӳсӗрле руль умне ларакансене ытти чухне те пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, анчах ыранпа тепӗр кун вӗсене пушшех вӑйлӑ «сыхлӗҫ».
Эрех ӗҫнӗ е наркотикпе айкашнӑ хыҫҫӑн руль умне ларни вара хакла ларать. Уншӑн 30 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне 1,5 ҫултан пуҫласа 2 ҫул таран правасӑр хӑвараҫҫӗ. Хӗрӗнкӗ ҫынна машина рульне шанса паракансене те явап тыттараҫҫӗ. Пӗрреллӗхе ҫаклансан 30 пин тенкӗ штрафласа 1,5–2 ҫул таран правана туртса илӗҫ. Иккӗмӗш хут лексен штраф виҫи 50 пин тенкӗпе танлашать, правине те кун пек чух саккун 3 ҫуллӑх туртса илме ирӗк парать.