Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ Андрей Попов Пермьри академи Театр-Театрне ӗҫлеме кайнӑ. Ача илтерер: вӑл оперӑпа балет театрӗнчен каяссине ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл хӑй Пермьрен, унӑн карьери ҫак хулара пуҫланнӑ.
Андрей Попов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче 4 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Унта вӑл 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче килнӗ. Шӑпах Андрей Попов вӑй хунӑ вӑхӑтра, 2023 ҫулта, театр «Атӑл Опера» ята илнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Андрей Попов Пермьри театрта ӗҫлеме пуҫлани пирки халӑх тетелӗнче страницинче пӗлтернӗ. Унта вӑл аталану енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Пермьри академи Театр-Театрӗ – Пермь крайӗнчи чи ватӑ театрсенчен пӗри, вӑл 1927 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун йышне драма, музыка тата балет ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен эстрадӑпа симфони оркестрӗ пур.
