Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян — чӑваш халӑх артисчӗн Валентина Иванован юбилейӗ. Вӑл 65 ҫул тултарнӑ.
Валентина Аркадьевна Канаш районӗнчи Семеновка ялӗнче 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта В.К. Смирнов профессор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ патӗнче вӗреннӗ. Унтан вӗренсе тухсанах К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн труппине ӗҫе илнӗ.
Театр халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче юбиляра саламласа ҫапла ҫырнӑ: «Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр! Сирӗн пурнӑҫӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем сире тимлӗх, ӑшӑ кӑмӑлпа ачашлӑх парнелеччӗр, тус-юлташӑрсем сире чӗререн ӑнланса, пулӑшса тӑччӑр, ҫулӑр ҫинче вара ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем кӑна пулччӑр».
