Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 65 ҫул тултарнӑ.
«Николай Александрович, Сирӗн пурнӑҫӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем сире ӑшӑ кӑмӑлпа ачашлӑх парнелеччӗр, тус-юлташӑрсем сире чӗререн ӑнланса, пулӑшса тӑччӑр, ӗҫтешӗрсем сире хисеплеччӗр», — тесе саламланӑ артиста Чӑваш академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячеллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн республикӑри конкурсӗнче те палӑрнӑ.
