Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева сцена ҫине тухнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ.Ку вӑл 65 ҫул чӑннипех те сумлӑ, тивӗҫлӗ дата. Чӑн-чӑн професси сцени ҫинчи кун-ҫул вӑл. Пӗр-пӗр эстарда артисчӗ эп 5 ҫултан сцена ҫинче тесе каланӑ йышши мар. 1961 ҫулта Мускаври
А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе тухса проефссилле артист пулса тӑнӑранпах вӑл куракансене хӑйӗн тапса тӑракан ӑшӑлӑхӗпе, сценӑна юратнипе, кашни сӑнара чӗре витӗр кӑларнипе тыткӑлать. Кулӑшла роль-и вӑл, е чуна ҫурасла ыраттаракан йывӑр шӑпаллӑ ҫын-и — пурне те Нина Яковлева ӗнетерӳллӗ калӑплать.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль кӑтартнӑ. Унта Нина Яковлева тӗп роле, Ҫирахви карчӑка, вылять. Спектакль умӗн артиста театр директорӗ Елена Николаева ӑшшӑн саламланӑ.
