Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр районӗнче пурӑнакан ҫемье пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Сӑмах кунта – Крепповсем пирки.
Юрий Александровичпа Валентина Ивановна 60 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Вӗсем 1966 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑксем Иваньково-Ленино ялӗнчи «Красный луч» колхозра паллашнӑ. Юрий трактористра ӗҫленӗ, Валентина вара бухгалтер пулнӑ.
Мӑшӑр ывӑлсем ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Крепповсем ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑннӑ. Вӗсен ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ пур: пӗр-пӗрне пулӑшмалла, хисеплемелле тата, паллах, пӗр-пӗрне юратмалла.
Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑра ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем саламлама килнӗ. Эпир те Крепповсене кевер туйпа саламлатпӑр!
