Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн пӗр подъездне сӳтсе пӗтернӗ. Халӗ экспертсем иккӗмӗш подъездӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Унтан ҫуртӑн малашнехи шӑпине палӑртӗҫ.
Аса илтерер: ҫурт ҫурӑлма тытӑнсан ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Экспертсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта пурӑнма хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май пӗр подъездне, 5 хута, аркатма йышӑннӑ.
Хула администрацийӗ йӑтӑнма тытӑннӑ подъезда йӑлтах сӳтсе пӗтернӗ. Нумаях пулмасть ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тӑкнӑ. Халӗ юлнӑ пайне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсен ку тӗлӗшпе чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла.
Хальлӗхе икӗ варианта пӑхса тухаҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ, ҫавӑнпа, тен, ҫурта йӑлтах аркатмалла. Иккӗмӗш вариантпа килӗшӳллӗн, юлнӑ икӗ подъезда ҫӗнетмелле, пӗрремӗшне ҫӗнӗрен хӑпартмалла.
Иккӗмӗш варианта суйласан ҫӗнӗ подъезда ҫавӑнтах ҫав калӑпӑшпах хӑпартӗҫ. Кун пек майпа ҫынсем унта ҫитес ҫулхи ҫулла пурӑнма куҫма пултарӗҫ.
Хӑш варианта суйласси юридици саманчӗсенчен, унта пурӑннӑ ҫынсенчен, хыснари укҫаран та нумай килет.