Паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри инкеклӗ лару-тӑру рижимӗ пӗтнине ҫирӗплетекн документа алӑ пуснӑ. Аса илтерер: ӑна пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр район электроэнергисӗр юлнине пула кӗртнӗ.
Юпан 24-мӗшӗнчи 12 сехет тӗлне Чӑваш Енри сиен кӳнӗ ялсенче ҫынсене кирлӗ ырлӑха — ҫутӑ, шыв — йӗркене кӗртнӗ.
Пӗтӗмпе инкеклӗ лару-тӑру тапхӑрӗнче 515 ялта электроэнергие юсанӑ. Пӗтӗмпе унта 100 969 ҫын пурӑнать. 94 шкула, 40 ача пахчине, социаллӑ тытӑмри 7 объекта электроэнергипе тивӗҫтернӗ.
Лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе 94 бригада, 143 техника ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Владимир, Чулхула, Киров облаҫӗсенчен юсав бригадисем килсе ҫитнӗ.