Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем.
Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт вырнаҫнӑ ҫӗре муниципалитет харпӑрлӑхне куҫармалла. Анчах хула влаҫӗсем ун пек учреждение Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин тытса тӑмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шара ҫакӑн пек пӗр-пӗрин ҫине йӑвантарнине ырламасть-мӗн. Ыйтӑва татса парас вырӑнне енсем пӗрне пӗри «путараҫҫӗ» тесе шухӑшлать. Хайхисене Элтепер пӗр чӗлхе тупма хушнӑ.