Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тӑвай районӗчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ушкӑнне ертсе пыракан Елена Матросова «Вӑхӑт ҫук, пултараймастӑп» тесе курман иккен. Унпа «Хыпар» хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗнче паллаштарнӑ.
«Ял хӑтлӑхӗшӗн тӑрӑшакан, унта пурӑнакансене чун апачӗпе тивӗҫтерекен», — тесе ырланӑ ял хӗрарӑмне статьяра.
«Вӑл ертсе пыракан «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ ял пурнӑҫне интереслӗ те усӑллӑ тума, ҫынсен канӑвне илемлетме пысӑк тӳпе хывать», — тесе мухтанӑ Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ, халӗ округ администрацийӗн управлени ертӳҫинче ӗҫлекен Вероника Николаева та.
Елена Матросова 1981 ҫулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Унтан ялти халӑх хорне ертсе пыма тытӑннӑ. Куҫӑн мар майпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Верентекен пулса ялти шкулта 33 ҫул вӑй хунӑ.
