Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ку хыпара каярах юлса пулин те пирӗн пӗлтересех килчӗ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 103 ҫул ҫитрӗ.
Пулас сцена ӑсти Чӑваш Енри Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Артист пулма ӗмӗтленекен хӗр Мускаври ГИТИСа вӗренме кӗнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан самани никама та шеллемен. Вера Кузьмина та окоп та чавнӑ, вӑрман та каснӑ.
1947 ҫултанпа вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, Ульяна Громова, Надежда Крупская, А. Арбузовӑн Тани, «Хура ҫӑкӑрти» Сайте, «Кай, кай Ивана» спектакльти Кӗтерук, «Пушар лашинчи» Клавье, Шиллерӑн «Хаярлӑхпа юратури» Леди Мильфорд сӑнарӗсене тата ытти вун-вун роле вылянӑ. Амӑшӗн сӑнарӗ вара уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ӑна хӑйне те театрта «анне» тесе хисепленӗ иккен.
