Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш академи драма театрӗнче иртекен «Чӗкеҫ» фестивале хутшӑнакансем СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче, пулнӑ. Марина Карягина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ӗнер страницинче пӗлтернӗ тӑӑх, унта тараватлӑ ентешӗсем хӑнасене мухтавлӑ артист ҫинчен каласа панӑ, театр тӗпелӗнчи экспонатсемпе паллаштарнӑ.
Каҫхине Тӑвайри культура ҫуртӗнче Алтай Республикинчен килнӗ этноансамбль концерт кӑтартнӑ. «Алтай халӑх музыка инструменчӗсен сассинче пирӗн тахҫанхи несӗлсен ахрӑмӗ илтӗнет. Карланкӑран тухакан саспа юрласа пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ артистсене чылайччен хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ куракансем», — пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ.
Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Карчӑксем качча каяҫҫӗ камит кӑтартнӑ.
