Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче блокадӑри Ленинградра ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер ӗҫченӗсене халалланӑ «Так хочется жить!» спекталь-концерт кӑтартӗҫ.
Ку спектакль Ленинградри пултарулӑх интеллигенцийӗн – музыкантсен, театр артисчӗсен, Эрмитажпа ытти музей ӗҫченӗсен, искусствоведсемпе архитекторсен, поэтсемпе писательсен, художниксен, ученӑйсен — кун-ҫулӗпе паллаштарӗ. Шӑпапа паллаштаракан кашни новелла – ҫав ҫынсем дневниксенче ҫырса хӑварнӑ чӑн историсем.
Мероприятие Росконцерт йӗркелет. Спектакле Раҫҫей халӑх артисчӗ Артём Каминский, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анна Большова, театрпа кино актёрӗ Андрей Пляскин хутшӑнӗҫ.