Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Шкул театрӗсен «АСАМ» конкурсӗ иртет. Унта хутшӑнма 23 муниципалитетри 32 коллектива суйласа илнӗ.
Пӗрремӗш спектакльсене чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрнарта кӑтартнӑ. Сцена ҫине ун чухне Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчи пӗчӗк артистсем тухнӑ. Вӗсем Антон Чехов, Валентин Распутин, Стругацкий пӗр тӑвансен хайлавӗсем тата педагогсен автор ӗҫӗсем тӑрӑх лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ.
Вырӑс драма театрӗн директорӗ Дмитрий Капустин ачасен пултарулӑхӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. Шкул театрӗсем тумтире, прическӑна, юрӑ-кӗвве шухӑшласа-виҫсе суйласа илни сисӗнет.
Ачасен пултарулӑхне муниципалитетсенче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗччен хаклӗҫ. Раштав уйӑхӗнче вара чи лайӑх ӗҫсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑтартӗҫ.
