Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрнар

Вӑрнар, — Чӑваш Енӗн чи пысӑк посёлокӗ, Вӑрнар районӗн администраци вырнаҫнӑ вырӑнӗ.

Посёлокӑн ытларах пайӗ чукун ҫулӑн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ. Кунта икӗ-пилӗк хутлӑ ҫуртсем, администраципе обществӑллӑ ҫуртсем, предприятисем лараҫҫӗ.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче кунта 13,2 пин ҫын пурӑннӑ. Ҫав енченех 1959 ҫулта 7,4 пин ҫын, 1979 ҫулта — 10,5 пин, 1989 ҫулта — 12,4 пин ҫын пурӑннӑ.

Географи

Транспорт

Варнар республикӑн вӑта ҫӗрӗсенче, Хусан-Мускав чукун ҫул айӑкинче вырнаҫнӑ. Ҫӗмӗрлепе Вӑрнар хушши — 33,5 ҫухрӑм, Канашпа Вӑрнар хушши — 33 ҫухрӑм. Шупашкарпа Вӑрнар 91 ҫухрӑм тӑршӑллӗ автомобиль ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Георгрфи енӗпе питӗ меллӗ вырӑнта вырнаҫнӑ пирки Вӑрнар ытти районсемпе тата Раҫҫей регионӗсемпе тӑчӑ ҫыхӑну тытать.

Ҫутҫанталӑк

Кӑнтар енче тата кӑнтар-хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енелле вӑрмансем вырнаҫнӑ. Ытларах енӗпе вӑл вӑрмансенче юман ӳсет.

Истори

1918 ҫулта кунта чукун ҫул станцине никӗсленӗ. Ятне Вӑрнар пӗчӗк юханшыв ячӗнчен панӑ. 1927 ҫулта посёлок шайне кӗртсе район центрӗ пулса тӑнӑ.


 
Категорисем: Вӑрнар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-24 23:01:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 21277 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем