Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Атӑл» М-7 автоҫулӑн ҫӗнетнӗ пайне (Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпхӳ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫулӑн ҫав пайӗ — Муркаш районӗнче. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Федераци ҫул-йӗр агентствин ертӳҫи Роман Старовайт килнӗ.
Вӗсем чи малтанах рабочисене тав тунӑ. Михаил Игнатьев вӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра федераци ҫулӗсене ҫӗнетес ӗҫе чылай укҫа уйӑрнине палӑртнӑ.
Роман Старовайт Чӑваш Енре ӗҫлеме ҫӑмӑл пулнине палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ тата ЧР Транспорт министерстви пулӑшнипе вӗсем кунашкал ӗҫсене кӗске вӑхӑтра туса пӗтереҫҫӗ-мӗн.
«Атӑл» М-7 магистраль — хальхи технологипе килӗшсе тӑракан тӑватӑ полосаллӑ автоҫул.