Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн халӑхӗ ака-суха пӗтнине уявланӑ. Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева та хутшӑннӑ.
Уяв Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Ял тӑрӑхӗсен наци йӑлипе килӗшӳллӗн капӑрлатнӑ автоколонна делегацийӗ культура центрӗнчен Этнографи музей комплексӗ патнелле ҫул тытнӑ.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева Йӗпреҫ районӗн халӑхне уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ. Унтан Валентина Владимировна Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене панӑ. ЧР ял-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ытти хисеплӗ ҫынсем тӑрӑшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ.
Уявра хуҫалӑхсем, механизаторсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, предприятисем, организацисем хушшинче иртнӗ экономика тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем те парнесӗр юлман. Районти чи лайӑх спортсменсене те палӑртнӑ.
Официалла пай хыҫҫӑн сцена ҫинче пысӑк концерт пулнӑ. Спорт мероприятийӗсене чылаййӑн хутшӑннӑ. Уйрӑмах — ирӗклӗ кӗрешӗве тата волейбола. Кунтах ял тӑрӑхӗсен, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен тата харпӑр ҫынсен куравӗсемпе хӑтлавӗсем пулнӑ.
Сӑнсем (28)
