Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.5 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Пионерсен речӗ пуянланнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.05.2014 09:36 | 1424 хут пӑхнӑ
Хулара Уяври самант
Уяври самант

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пионер организацине йеркеленӗренпе 92 ҫул, ӑна Владимир Ильич Ленин ятне панӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкарта мероприяти иртнӗ, пионерсен ретне 50 яхӑн ача тӑнӑ.

Чи малтанах ҫар тумне тӑхӑннӑ шкул ачисем Владимир Ленин палӑкӗ патӗнче марш утнӑ. Уяв линейкине Шупашкарти, Вӑрнар районӗнчи шкулсенчи пионер отрячӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкарти Зина Портнова ячӗллӗ отряд, Ишлейри Зоя Космодемьянская ячӗллӗ отряд, Шупашкарти КПРФ хула комитечӗ ҫумӗнчи пионер отрячӗ хутшӑннӑ.

Линейкӑна Шупашкарти РФКП хула комитечӗн бюро членӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова уҫнӑ. Вӑл хушнипе Совет офицерӗсен союзӗн представителӗсем, комсомолецсем тата пионерсем Республика тӳремӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне, РФ ЛКСМӗн тата пионерин ялавне йӑтса утнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗнчи РФКП фракцин ертӳҫи Д.Б.Евсеев Пионери граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче йӗркеленнине, вӑл халӗ те ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанине парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Коммунист депутат пионерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче аслисемпе тан ӗҫленине каланӑ. Ачасем умӗнчи ыттисем те тухса калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пионерсен отрячӗ сӑвӑсем вуланӑ. Унтан ачасем Тӑван ҫӗршыва юратма, ӑна хӳтӗлеме тупа тунӑ. Парти, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ветеранӗсем, комсомолецсем ачасене хӗрлӗ галстук ҫыхса янӑ.

Ҫак кун Ленин Комсомолӗн речӗ те пуянланнӑ. Унта кӗрекенсене комсомол билетне панӑ.

Уяв вӗҫленес умӗн пионер ретне тин тӑнӑ ачасем Ленин палӑкӗ умне чечексем хунӑ, Пионерин гимнне юрланӑ.

#уявсем, #пионерсем, #истори, #РФКП, #партисем, #ачасем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Ишлей, #Вӑрнар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем