Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулне пӗртӑван Зиминсем ҫитсе курчӗҫ. Иртнӗ ӗмӗрти аллӑмӗш ҫулсенче Александр Алексеевич тата Николай Александрович Зиминсем ҫакӑнта ӑс пухнӑ. Каярахпа вӗсем иккӗшӗ те чӑваш культуринче палӑрнӑ. Александр Алексеевич журналист пулнӑ, Мускавра тухса таракан «Советский шахтер» (чӑв. Совет шахтёрӗ) журналта, Совет Союзӗнчи тӗрлӗ хаҫатсенче вӑй хунӑ. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче яваплӑ секретарь пулса ӗҫленӗ. 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ. Александр Алексеевич сӑвӑсем те ҫырнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ юрӑсене хывӑннӑ. Николай Александрович Зимин вара паллӑ композитор, кӗвӗ тишкерӳҫи, ЧР композиторсен ассоциацийӗн президенчӗ.
Паллӑ ентешсене урпашсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Шкул ачисем хӑнасене Александр Зимин пултарулӑхне халалланӑ хӑтлавпа паллаштарчӗҫ. Унтан вӗсем пӗртӑван Зиминсем ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Александр Алексеевич ачасене пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗ. Хӑйӗн сӑввисем епле ҫурални пирки каласа пачӗ. Николай Александрович ачасемпе музыка урокӗ ирттерчӗ.
Хӑнасем Урпаш шкулӗн музейӗпе паллашрӗҫ, шкул вулавӑшне кӗнекесем парнелерӗҫ.