Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Орфографи словарьне кӑларасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.02.2014 11:43 | 2263 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Орфографи словарӗн (2002) хуплашки
Орфографи словарӗн (2002) хуплашки

Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Орфографи словарьне тепӗр хут пичетлесе кӑларасшӑн иккен. Кунашкал сас-хура пирӗн пата ҫитнӗ хыҫҫӑн эпир чи малтанах издательство сайтне кӗрсе пӑхрӑмӑр — унта вӑл кӗнеке 2014 ҫулхи планра тӑни курӑнмарӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Алексеев Валерий Николаевич патне шӑнкӑравласа ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн Ю.М. Виноградов хатӗрленӗ кӗнекене чӑнах та плана хушни пирки пӗлтерчӗ. Ӑна вӗренӳ министерстви ярса панӑ план тӑрӑх кӗртнӗ пулать.

«Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» унччен 2002 ҫулта 3 000 тиражпа тухнӑччӗ. Сӑмахсар материалӗсене А.А. Алексеев пухса хатӗрленӗ, И.П. Павловпа Ю.М. Виноградов ӑслӑлӑх редакторӗсем пулнӑ. Реценҫӑсен йышӗнче Л.П. Сергеевпа П.Я. Яковлев чӗлхеҫӗсем, Юрий Сементер сӑвӑҫ тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев пулнӑ. Унта пурӗ 40 пине яхӑн сӑмахпа сӑмах майлашӑвӗ кӗнӗ. Ҫав ҫулах, 2002 ҫулта, авторта Виноградовпа арӑмӗ тӑракан тепӗр словарь тухнӑ — ӑна вӗренӳ институчӗ кӑларнӑ. Шӑп та ҫак кӗнекене тӗпе хурса ӗнтӗ хальхи словаре кун ҫути кӑтартасшӑн та.

Аса илтеретпӗр: нумай пулмасть ЧНК Ваттисен канашӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов патне ҫырупа тухнӑ, унта вӗсем хальхи орфографине (уйрӑм ҫырассине) пӑрахӑҫласа малтанхи патне таврӑнма ыйтса ҫырнӑ.

ХУШНИ: текстра йӑнӑшсене тӳрлетнӗ, тӗрӗс мар информацие юсанӑ, тӗплӗнрех пӗлнине хушнӑ.

#кӗнекесем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

Agabazar // 3200.29.1754
2014.02.06 14:00
Agabazar
Ку кĕнеке вырăнне Издательсене урăхла уçăллăрах кĕнеке кăларма сĕнер. Калăпар П. Осиповăн "Пирĕн пурнăç хăтлахра" пьесине. Е Семен Элкерĕн "Хен-хур айĕнче" поэмин "тĕрĕс" (канонла) текстне. Е М.Юрьевăн "пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" пьесине......
2014.02.06 15:06
Аçтахар Плотников
Кĕнекене вĕренӳ министерстви урлă кăлараççĕ. Кунта ĕçĕ-пуçĕ орфографи словарьне кăларнăранпа нумай çул иртнипе çыхăннă пулас.
Хыпар текстне тӳрлетрĕм: Алексеев хатĕрленине мар, тепрĕ кĕнекене тĕпе хурса кăлараççĕ пулас.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.02.07 08:47
Эпĕ ку кĕнекене «Чăваш чĕлхин орфографи сăмахсарĕ» ятпа пичетлесе кăларма сĕнетĕп.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.02.08 12:23
Чи малтан Чăваш кĕнеке кăларакансен сайтне чăваш чĕлхипе тума сĕнесшĕн.
Иван // 2067.60.2448
2014.02.13 19:18
Таçанах кăлармалла - шкулсенче ачасем валли çитмеççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем