Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинче пурӑнакан Ефросинья Федоровна Горбатова 100 ҫул тултарнӑ.
Ҫӗр ҫулхи юбилейне вӑл тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Ӑна саламлама 2-мӗш шкулта вӗренекенсем те килнӗ. Вӗсем кинемее чечексем, открыткӑсем парнеленӗ, нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Ефросинья Федоровнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Ун чухне вӗсем кашни кун 12 ҫухрӑм парӑнтарса хыр вӑрманне утнӑ, унта ыттисемпе пӗрле окоп чавнӑ. Ҫав вӑхӑтрах колхозра ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен Ефросинья фельдшера вӗреннӗ, 30 ҫул ытла медицинӑра ӗҫленӗ. 1960-1991 ҫулсенче ача ҫуртӗнче медсестра пулнӑ, массажисткӑра ӗҫленӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ.
Ефросинья Федоровна паянхи кун та ырӑ чунлӑ, тарават. Вӑрӑм пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ акӑ мӗнре унӑн: ҫын пирки нихӑҫан та усал калаҫман, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑ.
