Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра пурӑнакан тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Сычева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ
Татьяна Александровна кунта ҫуралман, вӑл Волгоград облаҫӗнчи Соленое Займище ялӗнче кну ҫути курнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулти хӗрача пулнӑ.
Ун чухне хӗр шкула каяс вырӑнне Астрахань облаҫне ҫул тытнӑ. Унта пулӑ тытнӑ, кайран ӑна фронта ӑсатнӑ.
1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Кунта парти обкомӗнче, Министрсен Канашӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Татьяна Александровна хыҫа пӗр ӗмӗр хӑварнӑ пулсан та аптӑрамасть: хӑйех утса ҫӳрет, анчах хӑлхи япӑхрах илтет. Халӗ ӑна юратнӑ мӑнукӗ пӑхса пурӑнать.
Чун-чӗререн саламалатпӑр Татьяна Александровнӑна!
