Иртнӗ вырсарникун Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ Канаш районӗнчи Татмӑш ялне килсе ҫитнӗ. Ҫук, спектакльпе мар. Аритстсем кино ӳкерме пынӑ.
Вӗсене Татмӑш тӑрӑхӗнчи вырӑнсем питӗ килӗшнӗ. Ҫавӑнпа кунта кино ӳкерме шухӑшланӑ. Вӗсен йышӗнче — Виталий Сергеев артист та. Вӑл кунта ҫуралса ӳснӗ.
Фильм ӳкерекенӗ — «Аксар» студи. Артистсем — Светлана Савельева, Валентина Музыкантова, Венера Байгильдина, Николай Дмитриев, Виталий Сергеев. Фильм режиссерӗ тата драматургӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Пӑртта.