Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хӑнана пынисемпе — асӑнмалӑх сӑн
Хӑнана пынисемпе — асӑнмалӑх сӑн

Ӗнер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, пӗчӗккисен ячӗпе унта та кунта мероприяти иртрӗ. Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртӗнче те уяв йӗркеленӗ. Унта Раҫҫей Федераци Канашӗн членӗ Галина Николаева пулнӑ. Пушӑ алӑпа мар. Парнепе. Ача-пӑча выляма-кулма юратнине шута илсе вӑл роликлӑ коньки илсе пынӑ.

Унччен маларах ачасене Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ кӳнӗ иккен. Вӗсем ноутбук, 20 мӑшӑр йӗлтӗр, шашка-шахмат, канцеляри таварӗ, ҫемҫе тетте парса савӑнтарнӑ.

Парне илме аван-ха. Анчах ача ҫуртӗнче пурӑнакан шӑпӑрлансемшӗн тӑван кил тупӑнни хаклӑран та хаклӑ парне пулнине вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ӑнланманни чуна ыраттарать.

 

Сайт сӑнӗ-пичӗ
Сайт сӑнӗ-пичӗ

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Ӗпхӳри чӑвашсен П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗшӗн сасӑлав пырать. Вӗренӳ учрежденийӗ хӑй пек ытти заведенисем хушшинче «Чи лайӑх сайт» ята ҫӗнсе илесшӗн кӗрешӗве тухнӑ.

Конкурс пирки «Одноклассники» халӑх тетелӗнче Ӗпхӳ ҫынни Иван Тарасов ҫапла ҫырнӑ: «Калаҫҫӗ: чӑваш ҫынни ӑссӑр ҫын, чӑваш малтан кӗвӗҫет, чӑваша чӑваш ырӑ сунмасть, пулӑшма тӑрӑшмасть, хӗрхенсе хӗлле юр памӗ, такӑнтарас тӗлӗшпе ура хума ӳркенмӗ… Конкурс кӑтартса пачӗ: калани — ултав, суя сӑмах, эпир — ун пек халӑх мар! Чӑваш — ӑслӑ, илемлӗ, маттур, хастар, паттӑр, ӗҫчен, чи шанчӑклӑ тус! Чӑвашшӑн чӑваш — чи ҫывӑх тус, тӑван-хурӑнташ! Тав сире! Ǎнӑҫу ялан пултӑр Сирӗнпе пӗрле!»

Сӑмах май, сасӑлав ыран юлашки кун пырать. Апла тӑк эсир те Ӗпхӳри вырсарни шкулӗшӗн сасӑлама пултаратӑр. Хальлӗхе уншӑн 118 компьютертан сасӑланӑ иккен.

 

Анастасия Егоркинан унчченхи концертри сӑнӗ
Анастасия Егоркинан унчченхи концертри сӑнӗ

Паян Мускавра ача-пӑчан «Евровидение» конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 18 ушкӑнпа юрӑҫ хутшӑнчӗ. Ҫав йышра пирӗн республикӑри Анастасия Егоркина та — вӑл Кӳкеҫрен — пулчӗ.

Финалта Настя саккӑрмӗш вырӑна тухрӗ. «Сцена ҫине хӑпарас умӗн эпӗ питӗ хумхантӑм, анчах кайран хама алла илтӗм. Мана йӑлтах килӗшрӗ. Кунта эпӗ Юлия Савичевӑпа паллашрӑм. Унпа пӗрле сӑн та ӳкерӗнтӗмӗр. Вӑл мана канашпа пулӑшрӗ. Киле ытларикун ҫеҫ кайӑп — юлташ хӗрпе Мускав курса ҫӳресшӗн», — тенӗ-мӗн Настя конкурс хыҫҫӑн.

«Евровидение» конкурсра Раҫҫей чысне кӑҫал Хусан пики Даяна Кириллова хӳтӗлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63049.html
 

Поэт вилтӑпри умӗнче
Поэт вилтӑпри умӗнче

Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчен паллӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Ҫав йышра литературӑпа ӳнерте палӑрнисем те. Вӗсен шутне Четрикре ҫуралса ӳснӗ Николай Петрович Петрова кӗртетпӗр. Вӑл учитель пулнӑ — шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, директорта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах поэзи пахчинче ырми-канми вӑй хунӑ. Ӑна эпир чӑннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сӑвӑҫи тетпӗр.

Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта Николай Петрова асӑнса литература каҫӗ иртрӗ. Ку икӗ пулӑмпа сӑлтавланнӑ: ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче учитель-сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарчӗ тата ҫӗртмен 23-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа виҫӗ ҫул ҫитет. Питӗ шел, мал ӗмӗтлӗ ҫынӑн кун-ҫулӗ кӗске килчӗ, хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваймарӗ.

Тӗлпулӑва шкул директорӗпе А.И. Васильевпа С.М. Назарова вӗрентекен ертсе пычӗҫ, унта шкулти 5, 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правлени пайташӗсем пиллӗкӗн килнӗ. Красноармейскинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Хӑнасене кӗтсе илни
Хӑнасене кӗтсе илни

Красноармейскинче Бавари Ҫӗрӗн Лапперсдорф общинин (районӗн) делегацийӗ пулса курчӗ.

Ун йышӗнче — 19-ӑн, ҫав шутра Эрих Доллингер бургомистр мӑшӑрӗпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мӑшӑрӗпе — Каролинӑпа, ыттисем — община парламенчӗн депутачӗсем, хуҫалӑхсен, вӗрентӳ, культура, коммуналлӑ организацисен ертӳҫисем. Ҫулҫӳреве икӗ ен туслӑх кӗперне хывнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Делегацине Трак вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе тата юрӑпа тарават кӗтсе илчӗҫ.

Шкул директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г. Юлмасова вӗрентӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Эпир чылай проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхине республикӑра анлӑрах сарас енӗпе те. Ку чӗлхене ачасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑллӑнах калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Пирӗн шкулта пӗлӳ илнӗ вунна яхӑн ҫамрӑк хӑйӗн пурнӑҫне Германипе ҫыхӑнтарнӑ. Ачасен пӗр ушкӑнӗ кӗҫех Англире ҫулҫӳревре пулса курать», — пӗлтерчӗ Галина Илларионовна.

Чӑваш апатне — хуран куклине — тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн инҫетри ҫывӑх туссем шкулпа паллашрӗҫ: пуҫламӑш классен пӳлӗмӗсене, этнопедагогика музейне кӗрсе курчӗҫ, «Ачасен Арбачӗн» ӗҫне хутшӑнчӗҫ, ачасене сувенирсем пачӗҫ.

Малалла...

 

Ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен шыва кӗме каякансен йышӗ самаях ӳсрӗ ӗнтӗ. Республикӑра паянхи кун шыва 9 пляжра кӗме пулать:

Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗ ҫӳмӗнчи кану базинче;

Шупашкар хулинче (5 пляж);

Етӗрне хулинче (3 пляж).

Ӗҫлеме ирӗк илни — вӗсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухнине пӗлтерет.

Кӑҫал тата тепӗр 6 пляж ӗҫлеме тытмалла. Хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнти хӑрушсӑрлӑха тивӗҫлӗ шая ҫитерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ — ара, унсӑрӑн ирӗк илме май ҫук-ҫке: ҫӑлавҫӑсен ӗҫне йӗркелемелле, кимӗ таврашӑн йышне ҫителӗклӗ тытмалла, ҫырана тирпей кӗртмелле тата ытти те. Ятарлӑ инспекци ҫитменлӗхсем ҫуккине палӑртсан ҫеҫ ӗҫлеме май пур.

 

Ак, кӗҫӗх ҫуллахи кунсем те таврана пырса кӗчӗҫ. Хӗвелле, шӑрӑх кунсепе пӗрлех ҫу кунӗсем аслатиллӗ ҫумӑрсем те час-часах илсе килет.

Ҫапла вара ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче каҫ-кӳлӗм тӗлнелле 56 ҫулхи хуҫан мунчи вут-ҫулӑмпа хыпса илнӗ пулнӑ. Пушар мунчана аслати ҫапнипе тухнӑ-мӗн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем вӑхӑтра килсе ҫитнине пулах мунча тӗпипех ҫунса кайман, ӑна 12 минут хушшинче сӳнтерме пултарнӑ. Шел пулин те мунча шал енчӗн хытах ҫуннӑ, ҫак ӗҫ-пуҫ асӑннӑ ҫурт-йӗрӗн хуҫине 10 пин текӗлӗх шырлӑх кӳнӗ.

 

Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.

Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63044.html
 

Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх предприятисенче сӗтпе тивӗҫтерекен ӗнесен шучӗ пӗтӗмпе 2 246 пуҫ. Кунне районта сӗт тупӑшӗ 29 625 кг ҫитет. Ку шут пӗлтерхи кӑтартусенчен 5 200 кг нумайрах.

Суворов ячӗллӗ, «Герой», Е. Андреев ячӗллӗ, АФ «Путь Ильича» хуҫалӑхӗсенче сӗт тупӑшӗ пӗр ӗнерен вӑтӑм кӑтартӑвӗ 15 кг ҫитет. Ҫав вӑхӑтрах «Передовик» и ФГУП хуҫалӑхсенче 10 кг сӗт ҫеҫ суса илеҫҫӗ. Сӗте туянас хакӗ паяхи куна ҫапларах: «Молочный завод «Моргаушский» ТМЯО— 1 литӑршӑн 13,5 тенкӗ, Муркаш райповӗ — 1 литӑршӑн 10,5 тенкӗ, Мӑн Сӗнтӗр райповӗ — 1 литӑршӑн 11 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

 

Ҫӗртмӗн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Асӑннӑ саккун чӗлӗм туртакансене пырса тивӗт. Йышшӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗрисем шута илчӗҫ те пуль, анчах та ыттисем ҫав-ҫавах сывлӑха сиен кӳрекен чӗлӗме кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте «паклаттарса» ҫӳреҫҫӗ.

Чӗлӗм вӑл вара сывлӑха ҫеҫ мар этем пурлӑхне те начасах пӗтерме пултарать. Ҫапла вара ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче чӗлӗмпе асӑрхануллӑ пулманнишӗн И. Яковлев проспектӗнчи пӗр хваттерӗн балконне тивсе илнӗ пулнӑ.

Пушар сиксе тухнӑ вырӑна инкекрен хӑтаракансем тӳрех килсе ҫитнӗ, вӗсем ҫулӑма 10 минут хушшинчех сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫ хваттер хуҫҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63043.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3629, 3630, 3631, 3632, 3633, 3634, 3635, 3636, 3637, 3638, [3639], 3640, 3641, 3642, 3643, 3644, 3645, 3646, 3647, 3648, 3649, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...