Чӑваш Енре сусӑрсем валли тата тепӗр 2,2 пин ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. 100 ҫынтан сахалрах тӑрӑшакан предприятисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 1,5 процентне сусӑрсене вырнаҫтармалла. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн ӗнерхи правительство ларӑвӗнче. Ку йышӑну 35 ҫынтан пуҫласа 100 ҫын таран ӗҫлекеннисене пырса тивӗ.
Ларура Чӑваш Ен Элтеперӗ пуҫлӑхсем сусӑрсене ӗҫрен хӑтарма пӑхнӑ тӗслӗхсем тӗл пулмаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн пуҫлӑхӗ Сергей Дмитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗслӗхсем сайра-хутра кӑна тӗл пулаҫҫӗ иккен.
100 ҫын ытларах ӗҫлекеннисенче сусӑрсем валли 2 проценчӗ валли квота туса памалла.
Пӗтӗмпе вара Чӑваш Енре 92 пин ытла сусӑр пурӑнать, вӗсенчен 30,3 пинӗ — 16–60 ҫултисем иккен. Ӗҫлеме пултаракан сусӑрсем 10 пин ытларах-мӗн, вӗсенчен хальлӗхе 5,5 пинӗ ӗҫлет.