Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти тухтӑрсем 6-мӗш хутран ӳкнӗ 16 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче реабилитаци витӗр тухать. Сиплев вӑраха тӑсӑлӗ, анчах тухтӑрсем лайӑххине кӑна шантараҫҫӗ: реабилитаци витӗ тухсан хӗр утма кӑна мар, ташлама та пултарӗ.
Нумаях пулмасть пульницӑра катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Краузе пулнӑ. Вӑл анестезиологи тата реанимаци уйрӑмӗнче выртакан 16-ри хӗр патне те кӗрсе тухнӑ. Пациентка ун чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ольга Краузе унпа пӗрле Шупашкарти медицина колледжне экскурсие кайса килме калаҫса татӑлнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ 6 ачана илсе ҫитернӗ.
