Паян, юпан 10-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх тетеле йӗркелесе яраканӗ — Павел Дуров — хӑйӗн 29 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унсӑр пуҫне паян «ашшӗпе» пӗрлӗ хӑйӗн паллӑ датине «Контактра» уявлать — халӑх тетелне хута янӑранпа 7 ҫул та ҫитнӗ иккен. Усӑ куракансен шучӗн эквиваленчӗн ҫаврӑнӑшӗн кӑтартӑвӗ пӗтӗм тӗнчипе 50 миллион ҫын таранах ҫитет. Раҫҫей ҫӗршывӗнче ҫак тетел чи паллисенчен пӗри.
Хӑйсен юратнӑ сайтӑн пуҫараканне тетелте ларакансем хӑйне майлӑ саламлама шутланӑ. Палламан ҫынсем каҫхине «Контактра» штаб-хваттере хирӗҫ лараканӑн ҫурт тӑринче «Мана килӗшет» «29» килешӳ паллине ӳкерсе хунӑ.
Асаилтеретпӗр, кӑҫал ҫак халӑх тетелӗ чӑвашланма ӗлкӗрчӗ — «Хавал» хастарӗсем тӑрӑшнипе унта чӑвашла интерфеспа туллин усӑ курма майсем тупӑнчӗҫ. Унччен, Раҫҫейри вакрах халӑхсен чӗлхисене илес пулсан, тутарла, ҫармӑсла, удмуртла пулнӑ.