![]() Тӑван ҫӗршыва нимӗҫ фашисчӗсенчен хӳтӗленисен йышӗ чаксах пырать. Вӗсенчен пӗри, М.Иванов, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Улатимӗр облаҫӗнчи Ковров хулинче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Ӑна артиллери полкне янӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Паттӑрлӑхпа хаюллӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Яла таврӑнсан мӗн пенсие тухичченех колхозри строительсен бригадине ертсе пынӑ. Нумаях пулмасть Михаил Иванович 90 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Софронов, Канаш хулипе районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Яковлева, Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов пынӑ. Владислав Васильевич Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн саламне вуласа панӑ. Михаил Иванович мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн 5 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнук. Ывӑлӗпе хӗрӗ ялтах пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ. |
![]() Пӗлтерӳ тӗсӗ Cаккунпа килӗшӳллӗн ҫынна ӳсӗртекен шӗвекӗн хаярӑшӗ 5% пысӑкрах пулсан ӑна лавккасенче 23:00 сехетрен пуҫласа 6:00 сехетчен сутма юрамасть. Ҫавах та Шапашкарта каҫхи вӑхӑтра асар-писер шӗвеке сутасси пирки калакан пӗлтерӳсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши хут листисене ытларах чухне подъезд алӑкӗсем умӗнче ҫыпӑҫтарса хӑвараҫҫӗ. Эрех-сӑрана килех илсе килсе паратпӑр тесе илӗртеҫҫӗ суя сутӑҫсем. Чи малтанах пӗлтерӳ хучӗсене Шупашкарта пурӑнаканесем Алькеш микрорайонӗнче асӑрхама пуҫланӑ. Суя сутӑҫсене тытас тесе йӗрке хуралҫисем пӗлтерӳпе усӑ курса вӗсенчен икӗ кӗленче эрех туянма шухӑшланӑ. Суйӑҫсем явап тытасран ан хӑтӑлччӗр тесе вӗсем укҫана малтанах ультрафиолетпа паллӑ тунӑ пулнӑ. Ҫитнӗ вӑхӑтра жигулин ҫиччӗмӗш моделӗпе икӗ ҫамрӑк килнӗ. Шулӗксем чее пулни сисӗннӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи вӑхӑтра эрех-сӑра сутма юраманнине аванах пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унашкал ӗҫ-пуҫпа аппаланмаҫҫӗ. Вӗсем «календариксем» сутаҫҫӗ иккен, эрех кӗленчине вара парне вырӑнне парса хӑвараҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисене улталаймӑн ҫав. Суеҫӗсен автомашинине тӗресленӗ хыҫӑн полицайсем унта багажник тулли эрех кӗленчисем тупнӑ. |
![]() Шемяковсен кил-йышӗ Нина Прокопьевна 1912 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗн Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. 1931 ҫулта Шемяков Петр Егоровичпа пӗрлешсе ун патне Сиккасси салине пурӑнма куҫнӑ. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем 9 ача ҫуратса ӳстернӗ. Мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Нина Прокопьевна колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Паянхи кун та кинемей ҫулсене пӑхмасӑр пит варвар. РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «1941-1945 ҫҫ.. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене кил-ҫуртпа тивӗҫҫтересси пирки» (2008, 05, 07 № 714) Шемякова Нина Прокопьевнӑна 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Канашра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ. Хальлӗхе кинемей хӗрӗн ҫӗмьипе ялтах пурӑнать. Ҫавра датӑпа саламлама Нина Прокопьевнӑна районтан пысӑк делегаци килнӗ. Канаш районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Софронов юбиляра чун-чӗререн саламларӗ, вӑл кинемее РФ Президенчӗ В. Путин ярса панӑ салам ҫырӑвне вуласа пачӗ. Сиккасси администрацийӗн тӗп специалисчӗ Л. Мурзукова саламласа парнепе пачӗ. «Салам» ансамбль хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. |
![]() Шупашкарта пурӑнакан Александр Соскин Трактор тӑвакансен проспекчӗпе киле таврӑннӑ май макӑракан арҫын ачана асӑрханӑ. Ача-пӑча ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Каҫхи вӑхӑт пулнӑ. Арҫын ачана чарса мӗн пулнине ыйтса пӗлнӗ. 6 ҫулхи ача-пӑча ӑна амӑшӗ кӳрентерни пирки каласа панӑ, анчах та хӑй ӑҫта пурӑннине вӑл ӑнлантарса парайман. Ачана вара Александр Шупашкарти Калинин районӗнчи ҫул ҫитменнисен реабелитаци центрне ӑсатса янӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫӳрҫӗр иртнӗ пӗррӗре полици уйрӑмне ача ҫухалнӑ пирки 27 ҫулхи хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ҫав каҫ вӗсем ачипеле хӑнара пулнӑ, паллах уяв пуҫа анратакан шӗвексемсӗр иртмен. Каялла киле таврӑннине хӗр начар астунӑ. Пӳлӗм алӑккине чылай вӑхӑт хушши уҫайман. Ача ҫав вӑхӑтра пусма картлашкисем ҫинче кӗтсе ларнӑ, кайран вара сисмен вӑхӑтра тухса тарнӑ. Ача ҫухални пирки йӗрке хуралҫисем тӳрех шырав йӗркеленӗ. Телее полици уйрӑмне ирех реабелитаци центрӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравланӑ. Ачана полици уйрӑмне илсе килсен йӗрке хуралҫисем тепӗр лару-тӑрӑва асӑрханӑ: унӑн пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑвак паллисем пулнӑ. |
![]() Умра — сивӗ кунсем. Ҫитес вӑхӑтра пӗвесем, кӳлӗсем, плотинӑсем пӑрпа витӗнӗҫ. Анчах та малтанхи ҫӳхе пӑр чылай хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Калас пулать, уйрӑмах ачасем ҫӳхе пӑр ҫине кӗме кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑваш Ен территорийӗнче пӗвесем, кӳлӗсем, плотинӑсем сахал мар. Пӑр хулӑнӑшӗ нихҫан та пӗр пек шӑнса лармасть. Юханшыв варринчи пӑр ҫӳхерех пулма пултарать. Ҫакна асра тытмалла: пӗр ҫынна 7 сантиметртан кая мар хулӑнӑш пӑр тӳсет. Каток-мӗн тӑвас тесен унӑн хулӑнӑшӗ 12 сантиметр е ытларах та пулмалла. Пӑр хулӑнӑшӗ 15 сантиметр ытларах пулсан кӑна ун тӑрӑх ҫуран каҫса ҫӳреме юрать. 30 сантиметр хулӑнӑшлӗ пӑр ҫине автомашинӑпа кӗмелле мар. Шыв температури 2 градус сивӗ пулсан ҫын унта 5-8 минут кӑна тытӑнса тӑма пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пӑр ҫинче асӑрханулӑх кирлӗ. Тимлӗхе ӳстерни инкек-синкекрен хӑтӑлма май парӗ. |
![]() Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Елчӗк районӗн Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗрентекенсем Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Ф.Павлов ҫырнӑ «Ялта» спектакле кайса курчӗҫ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑ драмӑра ӗлӗкхи чӑваш ялӗнче пулса иртекен ӗҫ-пулӑма ӗнентерӳллӗ сӑнласа кӑтартнӑ. Империализм вӑрҫине пула Елюкпа Ванюкӑн телейӗ пӗр туххӑмрах чӑл-пар саланса каять. Елюк, мӑшӑрӗ вӑҫӑра вилнӗ тесе, улталанса Ҫтаппана качча тухать. Туй вӑхӑтӗнче Ванюк хӑйӗн юратнӑ ҫыннине персе вӗлерет. Куракансене Елюкпа Ванюкӑн телейсӗр шӑпи шухӑша ячӗ. Спектакльре ӗлӗкхи чӑваш вӑййи-ҫуйне, юрри-такмакне илемлӗн кӑтартса панине палӑртмалла. Ванюк рольне вылякан В. Карпов артист калӑпланӑ сӑнар уйрӑмах асра юлмалла пулса тухнӑ. «Ялта» спектакль пурин кӑмӑлне те кайрӗ. |
![]() Европӑри ҫӑмӑл атлетикӑн Ассоциацийӗн Бухарестра иртнӗ ларӑвӗ 2014 тата 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ хуласене палӑртрӗ. Европа ӑмӑртӑвне ирттерме кӑмӑл тунисен йышӗнче 9 хула пулнӑ. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, ӑмӑртӑва 2014 ҫулта ирттерме ҫӗнсе илнӗ. Шупашкар та унран кая маррине кӑтартса панӑ. 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ пулчӗ. Республика умӗнчи паянхи тӗллев — чемпионата хатӗрленесси. Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем пӗр саслӑн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивӗҫлине пӗлтернӗ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тӗп ҫитменлӗхрен пӗри — хулан Европӑпа тӳрремӗн ҫыхӑну ҫукки. Шупашкар аэропорчӗ ыттисенчен кая мар пулин те ҫак ыйтӑва татса пама ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа 2015 ҫулта Мускавпа Хусана ҫӳрекен автобуссен хушма маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Тепӗр чӑрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаҫтарма хӑна ҫурчӗ сахалли. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх ӑмӑрту ирттернӗ чухне чылай ҫын пулӗ: ҫӑмӑл атлетсен йышӗнчех кашни ушкӑнра 25 хӗрарӑмпа 25 арҫын пулмалла, журналистсемех 500 яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Республикин Шупашкар районӗ кӑҫал 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавра датӑна тӗп хуламӑрти Оперӑпа балет театрӗнче паллӑ туса ирттерчӗҫ. Театрӑн пысӑх залӗнче пухӑннӑ халӑхӑн савӑк кӑмӑл-туйӑмне юрӑ-ташӑ ӑстисем самай ҫӗклерӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне куракансем алӑ ҫупса хакларӗҫ. Юбилейра ҫавӑн пекех халиччен пурнӑҫланӑ ӗҫсен тата тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ-хӗлне те пӗтӗмлетрӗҫ. «Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн тухтӑрӗ Нина Митрофанова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ветеринари тухтӑрӗ», хушма хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗ Христофор Макаров «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Смак-Агро» ТМЯО тракторисчӗ Олег Илендеев «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ, Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерствисем те тӑрӑшуллисем валли Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем хатӗрленӗ. Вӗсене тивӗҫекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. Шупашкар район администрацийӗ те лайӑх ӗҫлекенсене Хисем грамотисемпе, дипломсемпе чысларӗ. |
![]() Йӗрпеҫри этнографи музейӗ ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ экспонатпа пуянланӗ — унта Хумпуҫ Патӑрьелтен тимӗрҫӗ лаҫҫи илсе килнӗ. Музей директорӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫак шухӑша ӑна музейӗн куравҫисем панӑ — чӑн та кунашкал культура тӗплӗхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫи пулмасан вӑл тулли мар курӑнӗччӗ. Хумпуҫ Патӑрьелти лаҫа Чӑваш Тимеш платникӗсем сӳтсе илсе килме пулӑшнӑ. Игорь Акимов ертсе пынипе Александр Иванов, Алексей Андреев тата Александр Раймов чӑн та пысӑк ӗҫ тума пултарчӗҫ — вӗсем тӑрӑшнипе тимӗҫӗ лаҫҫин ҫӗнӗ пурнӑҫӗ пуҫланчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тимӗрҫӗ лаҫҫинче вӗркӗчпе вучах тата сунталпа тимӗрҫӗ кӑмаки вырнаҫтарӗҫ. Музейра тимӗрҫӗ ӗҫне тума пултараканни те пур иккен. Йӗпреҫри этнографи музейӗ 1980 ҫултанпа ӗҫлет. Унта хура пӳрт, икӗ хутлӑ кӗлӗт, йывӑҫ пӳрт, лаҫ, пӑлтӑр, тӑрналлӑ ҫӑл пур. Музейре 3 пин ытла япала упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем Чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Салам» студи «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» ҫӗнӗ курмаюрӑсен дискӗ тухнӑ ятпа хӑтлава чӗнет, вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Ку диск — пысӑк проектӑн пӗр пайӗ ҫеҫ. «Салам» студи 4 ҫул хушшинче 100 юрӑн клипне ӳкересшӗн, вӗсене халӑх патне ҫитересшӗн. «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» дискра пурӗ 25 юрӑ вырнаҫнӑ — кашни ҫул ҫапла май студи 25-шер курмаюрӑ кӑларасшӑн. Ку ӗҫе вӗсем пӗччен мар, йышпа тӑваҫҫӗ — проекта чылай режиссер хутшӑнма тӗв тунӑ. Филармонири хӑтлавра эсир ҫак дискри юрӑсемпе паллашма пултаратӑр. Куракансем умӗнче концертпа «Шуҫӑм» ансамбль, Куславкка районӗнчи (Хурамал) «Эткер» ушкӑн, «Кӑмӑл» фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак концерта ытти юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Василий Раймов, Валентина Михайловӑпа Вячеслав Александров, Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Сергей Кувшинов, Типшӗм Сашук, Августа Уляндина, Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем (Чӗмпӗр облаҫӗ), Надежда Заводскова, Малинасем, Иосиф Дмитриев, Тая Смирнова, Альбина Пӑрчӑкан, Андрей Шадриковпа Пётр Ермолаев, Светлана Савельева, Ольга Осипова, Аня Егорова, Людмила Семёнова, Лариса Васильева. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |