Юлашки ҫулсенче ҫул-йӗр ҫинче инкек шучӗ ӳсни вӑрттӑнлӑх маррине пӗлтернӗ май Элӗк район хаҫачӗ аварисем транспортӑн пысӑк магистралӗсенче мар, пӗчӗк ҫулсем ҫинче, чарӑнусем ҫывӑхӗнче пулса иртнине хыпарлать.
Асӑннӑ районти Юнтапа вӑтам шкулӗ федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчех вырнаҫнӑ. Вӗренекенсен кулленех ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме тивет. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче тӑтӑшах право сехечӗсем иртеҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫамрӑк инспекторӗ» кружок темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет иккен. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче пӗлӳ илекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтрах ӑна директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Елена Александрова ертсе пынӑ пулсан, халӗ ӑна ачасене тракторпа тата ҫӑмӑл машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан Виталий Максимова шаннӑ.
«Пулас инспекторсем тӑтӑшах ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе курнӑҫаҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ. Чи кӗҫӗннисемпе ҫул ҫинче хамӑра мӗнле тытмаллине вӑйӑ урлӑ вӗренетпӗр. Ӳкерчӗксен конкурсӗсене ирттеретпӗр, пӗчӗк калавсем ҫыратпӑр, ҫул ҫинче сиксе тухма пултаракан тӗрлӗ саманта тишкеретпӗр», — каласа панӑ педагог.
Ҫамрӑк инспекторсене валли шкул территоринче ятарлӑ вырӑн та уйӑрнӑ. Унта тӗрлӗ пӑтӑрмаха ҫӗнтерсе велосипедпа кайтараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫул-йӗр правилисене те тӗпе хуртараҫҫӗ.
Кружока ҫӳрекенсем пуҫламӑш медицина пӗлӗвӗ те илеҫҫӗ.
«Чи пӗлтерӗшли вара — ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗн ҫамрӑк инспекторӗсем профилактика ӗҫне лайӑх йӗркеленӗрен Юнтапа тӑрӑхӗнче вӗренекенсем инкеке лекни, велосипедпа суранланни пулманни», — тесе пӗтӗмлетет Элӗк район хаҫачӗ.