Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Илле Иванова айӑплӑ тесе йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.10.2013 17:48 | 1689 хут пӑхнӑ
Судри Илле Иванов. Н.Плотников архивӗнчен
Судри Илле Иванов. Н.Плотников архивӗнчен

Ҫапла, паян Муркаш район судӗнче Илле Иванов тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ.

Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — Муркаш районӗн тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ.

Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш.

Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ.

#айӑплав, #судсем, #Муркаш районӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

Agabazar // 2270.48.5993
2013.10.10 22:05
Agabazar
Айвансемпе сăтăрçăсем пире çапла ĕнетерме хăтланĕç:"Ура! Илле Иванов ирĕкре!" Паллах, наказани тӳсесрен хăтăлса юлни аван ĕнтĕ. Чăн малтанах — журналист килйышне. Анчах та Ура! кăшкăрма хăтланакан, каларăм ĕнтĕ, е айван, е сăтăрçă.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 17:53
Акасапар:"Паллах,наказани тӳсесрен хăтăлса юлни аван ĕнтĕ." Вара халь тата мĕн тумалла, Акасапар. Медаль е Орден памалла, е осыпать лавровым венком или венком из хмели. Лучше, конечно,будет, если такие Борцы, как Акасапар организуют грандиозный Форум-конференцию с фуршетом.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем