Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Министр ЧНК таврашӗнчи ыйтусем ҫине хуравларӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.10.2013 18:11 | 1275 хут пӑхнӑ
Вадим Ефимов
Вадим Ефимов

Паян культура министрӗпе наци юхӑмӗн шурсухалӗсем тӗл пулчӗҫ. Асаилтеретпӗр, ку тӗлпулӑва иртнӗ эрнекун, юпан 4-мӗшӗнче планланӑччӗ — элчӗ пулса кайма ҫавра сӗтелте Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова тата Николай Максимова суйланӑччӗ. Тӗлпулӑва Фёдор Мадуров ҫеҫ ҫитеймен, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе паян тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑччӗ.

Калаҫу ытларах енпе Чӑваш наци конгресӗ тавра пычӗ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сӑмах хускатрӗ, анчах ку ыйтупа министр ӑна тепӗр хут каярах уйрӑммӑн тӗл пулма шантарчӗ.

— Калаҫу хӗрӳ пычӗ — тесе пӗлтерет Тимӗр Тяпкин. — Министрсем ҫине Станьял вӑйлӑ тапӑнчӗ, конгреса хатӗрленес ӗҫ питӗ сӳрӗккен пынипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртрӗ.

Виталий Станьял хальхи вӑхӑтра та ни кун йӗрки ҫуккине, ни резолюци проектне хатӗрлеменнине асӑнчӗ. Мандат, секретариат комиссийӗн проектне те никам курман пулас. Аслӑ пуху умӗн 2 эрне юлнӑ тӗле регионсене ЧНК Президенчӗн отчётне ярса пама вӑхӑт та тахҫанах ҫитнӗ — нихӑш наци культурин автономийӗн ертӳҫи те вӑл хута курман. Отчётне сӳтсе явмалла — ун валли вара хатӗрленес пулать. Виталий Петрович уйрӑммӑн ЧНК Уставне асӑнчӗ — унӑн шухӑшӗпе вӑл пӗр-пӗр кролик ерчетекен общество уставӗнчен те япӑх. Ҫӗннине хатӗрлемелле имӗш.

Регистрациленнӗ хаҫат пур хушӑрах вӑл ҫак аслӑ пуху умӗн тухманни те Виталий Станьяла пӑшӑрхантарчӗ.

Хутсем пирки культура министрӗн ҫумӗ Алексеева Альбина Ивановна хурав пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл наци конгресне хут ҫырса питӗ нумай пулӑшма тивнине асӑнчӗ — ЧНК исполкомӗ, иккен, ӗҫлесех каймасть. «Министерство яваплӑха (Н.П. ӑнлантарӑвӗ — аслӑ пухӑва тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ярас тӗлешпе) туять. Айӑккинче тӑма чунпа пултараймастпӑр», — терӗ Альбина Ивановна.

Конгресӑн Президенчӗ кам пуласси пирки тӑракан ыйтуран, паллах, ку тӗлпулура пӑрӑнаймарӗҫ. Виталий Станьял тӳрременех ыйтрӗ: «Сирӗн, влаҫ тытӑмӗн, хӑвӑрӑн кандидатура пур е ҫук?». Министр ку ыйту ҫине республика Элтеперӗ ячӗпе калама пултараймастӑп терӗ, анчах Михаил Васильевич ку ыйтупа кӑсӑкланать, пачах та интересленмест тесен тӗрӗс мар пулнӑ пӳлӗччӗ терӗ. Малтанхи ҫулсенчи пек, влаҫрисем тӳрремен те «сӗмсӗррӗн» хӑйсен кандидатурине сӗнмӗҫ тесе шантарчӗ. Анчах кашни кандидат тӗлӗшӗпе тишкерӳсем ирттереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах конкретлӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ ҫын тата халӑх хушшинче тата влаҫ структурисенче хӑйне сумлӑ кӑтартнӑ ҫын пулсан аванччӗ терӗ Вадим Петрович. Министр Николай Лукиановӑн уҫӑ ҫырӑвӗнче асӑннӑ «хӑватлӑ Конгресс вӑл хӑватлӑ Республика, хӑватлӑ Республика вӑл — хӑватлӑ Конгресс» йӗркесемпе килӗшни пирки каларӗ. Вадим Ефимов 7-8 хушамата асӑнчӗ, ҫав списокран Николай Угаслова тӗслӗх пек илсе кӑтартрӗ — чӑвашлӑхшӑн укҫи-тенкине сахал мар хывать. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн пайташӗ, депутат пулни пирки каламарӗ ӗнтӗ, анчах наци конгресӗнче вице-президент пулнине асӑнчӗ.

#тӗлпулусем, #ЧНК, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем