«Ӑҫта мӗнле пулӗ те, анчах пирӗн ҫуртри темиҫе пӳлӗме ӑшӑ яланах ҫынсеннинчен кая юлса ҫитет. Пӗлтӗр те управляющи компание ҫич хут та шӑнкӑравларӑм пуль. Унтан республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцийӗпе ҫыхӑнса Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫыру яма хатӗрленнине систерме тиврӗ. Коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем унччен ҫав ыйтӑва татма пӗрисем патне хваттере кӗме май ҫукки кансӗрлет тетчӗҫ пулсан, асӑннӑ инспекципе калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫ сехетре ӑшӑ ҫитрӗ», — аса илет пӗлтӗрхине Кӳкеҫре пурӑнакан пӗлӗшӗм. Кӑҫал та лару-тӑрӑвӗ ытти ҫулхиллех иккен-ха. Анчах вӑл: «Тек ниҫта та шӑнкӑравламастӑп. Мана кӑна кирлӑ мар. Пӗчӗк ачаллисем чупкалаччӑр — ман вӗт-шакӑр ҫук, шӑнса вилместӗп», — тесе ҫатӑртатать-ха.
Тен, кӑлӑхах ҫапла тарӑхать те пулӗ вӑл. Хваттерсенче ӑшӑ ҫукки пирки кӑҫал Раҫҫейӗн Общество палати таранах евитлеме пулать. Унта ятарласа «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефонӗ — 8-800-700-8-800. Шӑнкӑравсене ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 7 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.