Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ку хыпара Шупашкарти юханшыв портӗнче пӗлтернӗ. Круизсене ҫу уйӑхӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ ӗнтӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7, 21, 27-мӗшӗсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен «Шупашкар – Шереметев керменӗ (Юрино) – Шупашкар» маршрутпа ҫула тухма май килӗ; ҫу уйӑхӗн 14 тата 28-мӗшӗсенче — «Шупашкар – Чикме – Шереметев (Юрино) керменӗ – Шупашкар» маршрутпа; ҫу уйӑхӗн 13 тата 20-мӗшӗсенче — «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар – Сӗве – Куславкка – Сӑр чикки – Кайӑк вӗҫевӗ — Шупашкар» пӑрахутпа автобус турне.
«Валдай» карапсем Шупашкартан ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Паянхи куна илсен, ҫӗнӗ маршрутсем Мари Элти Чикме хулине тата Юрино посёлокне тата Тутарстанри авалхи уес хулине, Сӗвене, уҫӑлнӑ. Унсӑр пуҫне «Валдай» Хусана ҫӳрет.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 49-44-00.
Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те!
Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ!
Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет. Пушкӑртстан Мускавран икӗ сехет малта пурӑнать (+2). Тутарстанӑн пӗр сехет малта пурӑнмалла-ха, ӗнтӗ, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнакан регионсенчен (+1). Темӗншӗн Тутарстанӑн Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмалла?
Чӑваш Республикинче вырӑнти вӑхӑт хуҫаланма тытӑнать, тейӗпӗр! Паллах, пурӑнӑпӑр пӗр ҫул. Кайран, каллех Мускав вӑхӑтне таврӑнма тивӗ, мӗншӗн тесен хирӗҫлекенсен йышӗ ӳссе кайӗ! Чукун ҫулпа Горький облаҫӗнчи Пильна станцийӗнчен Тутарстанти Свияжск станцине ҫити икҫӗр километртан ытларах мар республикӑмӑрӑн сарлакӑшӗ. Шӑмӑршӑран вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Чӗмпӗре ҫитме каллех Тутарстанӑн Ҫӗпрелӗ витӗр каймалла!
Судьба революции решалась под Свияжском. Октябрьская победа революции далась легко. Стихийный напор ослабел.
Л.Д. Троцкий.
Пӗлтӗр Тутарстана кӗрекен Сӗве хулинче Граждан вӑрҫин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта Хӗрлӗ Ҫара туса хуракана тата ӑна чи йывӑр вӑхӑтра ертсе пынӑ Л.Д. Троцкие халалланӑ экспонатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗсен наркомӗн гипсран тунӑ кӳлепине, ун биографийӗпе кӗнекисене, хӑй аллипе 1918 ҫулта ҫырнӑ Ҫар присягине (1991 ҫулта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре халӗ те усӑ кураҫҫӗ) ятарлӑ зала вырнаҫтарса лартнӑ. Тепӗр залра Сӗве хулине «Троцкий пуйӑсӗ» килнине кӑтартнӑ. Шуррисемпе хӗрлисем «революци арӑсланне» ҫарамаслантарса пуҫ шӑммисен купи ҫине лартса та, ҫӗлене сӑнӑпа тирекен харсӑр юланутҫӑ пек те «юлташла» тӑрӑхласа кӑтартнӑ, ҫак ӳкерчӗксем валли те музейра вырӑн тупӑннӑ…
Тутарстанӑн патшалӑх советникӗ М.Ш. Шаймиев музейҫӗсен ӗҫне «тӗлӗнмелле чаплӑ» тесе хакланӑ.
Мӗнпе палӑрса юлнӑ-ха Л.Д. Троцкий Сӗве хулине килни? «Эпӗ арӑслан пек хаярланса йӗркерен тухса кайнӑ салтаксене хӗстермен пулсан эпир паян Политбюрора ларман пулӑттӑмӑр», — тенӗ каярахпа Лев Давыдович.
Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралса Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимлесе пурӑннӑ Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа килес ҫул 240 ҫул ҫитет. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн попечительство канашӗн пайташӗсем «Н.Я. Бичурин йӗрӗпе» туристла ҫулҫӳрев йӗркеленӗ май Иакинф архимандрит пулнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫитсе курнӑ.
Ҫулҫӳреве хастарсем Кӳкеҫри Бичурин пахчинчи ӑсчахӑн палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ. Унтан Никита Бичуринӑн тӑван кӗтесне, Типнере, кайнӑ. Унти асӑну чулӗ умне те чечек хунӑ. Ҫула тухнисем унтан Сӗве хулине кайнӑ. Шӑпах унта Никита Бичурин тӗн ӗҫне пуҫланӑ. Кайран Хусана ҫитнӗ. Ӑсчахӑн унти тапхӑрӗ 16 ҫула пынӑ: 13 ҫул (1786—1799 ҫулсенче) вӗреннӗ, 2 ҫул вӗрентнӗ, 1 ҫул мӑнастире ертсе пынӑ. Хусанта Пичуринский хушамата тата Иакинф манах ятне илнӗ.
Ҫапла вара кӳкеҫсем Никита Бичурин 1777 ҫултанпа 1802 ҫулччен пулнӑ вырӑнсене ҫитнӗ.
Ҫитес эрнекун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ кӗнеке хӑтлӗ: «Чуваши Присвияжья: история и культура» (чӑв. Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсем: истори тата культура), «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Тупмалли юмахсем» тата «Социокультурная эволюция регионов России: Чувашская Республика» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗсен социокультурлӑ улшӑнӑвӗ: Чӑваш Республики). Кӗнекесен хӑтлавне наци кӗнекин «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑх кӳрет» регионсен фестивалӗн ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче наци вулавӑшӗн директорӗ С.М. Старикова, гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, ҫавӑн пекех институтри ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсем В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, И.И. Бойко, В.Г. Харитонова, Е.В. Федотова, О.Н. Терентьева тата ыттисем пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисемпе паллашма сире пурне те ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче наци вулавӑшӗн конференц-залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ. Кӗнекесене хӑтланӑ май наци вулавӑшӗнче гуманитари институчӗ кӑларнӑ кӗнекесен суту-илӗвӗ пырӗ. Унта эсир ытти кӑларӑмсене те туянма пултаратӑр.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.
Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ.
Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ.
Чӗмпӗрте сивӗ шывра ишме юратакансен марафонӗ иртнӗ. Ӑна Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине халалланӑ. Пирӗн ентешӗмӗрсем марафонра сакӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӗмпӗрти, Шупашкарти, Тольяттири 63 ишевҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем пӗр пӗрне ылмаштарса Сӗвен сивӗ шывӗнче пӗр талӑк ишнӗ. Пӗтӗмпе «моржсем» 29 ҫухрӑм та 550 метр парӑнтарнӑ. Чӑваш «моржӗсем» пурӗ пӗрле 15 ҫухрӑм та 800 метр ишнӗ. Кун валли вӗсене 9 сехет те 27 минут кирлӗ пулнӑ. Сӗвери шыв 2 градусран ӑшӑ пулман.
Чи вӑрӑм дистанцие парӑнтарас енӗпе пирӗн ентешӗмӗр Валерий Губаньков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле 2400 метр ишнӗ. Иккӗмӗш вырӑн — 2250 метр ишнӗ Алексей Орловӑн. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Лариса Дашкова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Марина Михайлова виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Шывра чи нумай вӑхӑ ишес енӗпе Алексей Орлов ҫӗнтернӗ. Вӑл сивӗ шывра ҫӗрле 27 минут пулнӑ. Лариса Дашкова иккӗмӗш вурӑна тухнӑ. Вӑл Чӗмпӗр «моржне» темиҫе ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ.
Пирӗн командара тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пулнӑ: Зинаида Ламырева, Михаил Никифоров, Надежда Григорьева, Виталий Максимов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |