Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Иакинф Бичурин ҫулӗпе ҫӳренӗ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 23.08.2016 07:46 | 859 хут пӑхнӑ
Культура
Никита Бичурин ҫулӗпе ҫулҫӳреве тухнисем
Никита Бичурин ҫулӗпе ҫулҫӳреве тухнисем

Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралса Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимлесе пурӑннӑ Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа килес ҫул 240 ҫул ҫитет. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн попечительство канашӗн пайташӗсем «Н.Я. Бичурин йӗрӗпе» туристла ҫулҫӳрев йӗркеленӗ май Иакинф архимандрит пулнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫитсе курнӑ.

Ҫулҫӳреве хастарсем Кӳкеҫри Бичурин пахчинчи ӑсчахӑн палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ. Унтан Никита Бичуринӑн тӑван кӗтесне, Типнере, кайнӑ. Унти асӑну чулӗ умне те чечек хунӑ. Ҫула тухнисем унтан Сӗве хулине кайнӑ. Шӑпах унта Никита Бичурин тӗн ӗҫне пуҫланӑ. Кайран Хусана ҫитнӗ. Ӑсчахӑн унти тапхӑрӗ 16 ҫула пынӑ: 13 ҫул (1786—1799 ҫулсенче) вӗреннӗ, 2 ҫул вӗрентнӗ, 1 ҫул мӑнастире ертсе пынӑ. Хусанта Пичуринский хушамата тата Иакинф манах ятне илнӗ.

Ҫапла вара кӳкеҫсем Никита Бичурин 1777 ҫултанпа 1802 ҫулччен пулнӑ вырӑнсене ҫитнӗ.

#Хусан, #Сӗве, #Китай, #музейсем, #Шупашкар районӗ, #культура, #Кӳкеҫ, #Шемшер, #юбилейсем, #ҫулҫӳревсем

 

Сӑнсем (60)