Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Эскишехир

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енӗн правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Турци Республикин элчисемпе тӗл пулнине «енсем килӗштерсе ҫӗлессинчи ҫӗнӗ тапхӑр» тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби. Элчесен йышне Эскишехир илӗн (провинцийӗн) кӗпӗрнаттӑрӗ Гюнгер Азим Туна ертсе пынӑ.

Чӑваш Ене Турци элчисем Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен эгидипе килсе ҫитнӗ. Ӗҫлӗ хӑнасемпе курнӑҫма премьер-министрсӑр пуҫне культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Тӗлпулура енсем суту-илӳпе экономика, культурӑпа вӗренӳ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Вадим Ефимов министр турккӑсене «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑнма чӗннӗ. Асӑннӑ ҫӗршыври художниксен куравне йӗркелеме хирӗҫ маррине те палӑртнӑ.

Суту-илӳпе экономика енчен пӗр чӗлхе тупассине илсен хӑнасем Чӑваш Енпе лайӑхрах паллашас шухӑшлине пӗлтернӗ иккен. Республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусенче паян пур кӑлтӑксене ҫывӑх ҫулсенче пӗтерме тӑрӑшассине пӗлтернӗ.

 

Тӗнчере Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра
Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра

«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тарӑх, чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов тӗрӗк культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тӗнче премине тивӗҫнӗ. Тӗрӗссипе, чыслав пуш уйӑхӗн вӗсӗнчех иртнӗ-ха. Ун чухне Турцири Эскишехир хулинче, 2013 ҫулта тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне тивӗҫнӗскерте, уяв пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен Илле Ивановсӑр пуҫне Олег Цыпленков тата Маргарита Ильина журналистсем, Праски Витти ӳнерҫӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те кайнӑ.

Илле Иванова, ытти лауреат пекех, плакетпа (медаль тӗсӗ) чысланӑ, Эскишехир кӗпӗрнаттарӗн тав хутне панӑ. Чыслава ҫавӑн пекех Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗн тӗп секретарӗ Дюсен Касеинов, Турци вӗренӳ министрӗ Наби Авчи хутшӑннӑ. Эскишехир тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне Хусана панӑ.

Илле Иванов — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗн фондне тата тӗрӗк тӗнчин культурин чӑваш центрне йӗркелекенӗ. 1993 ҫулта вӑл Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. 2005 ҫулта Абдюльхак Хамид ячӗллӗ премине илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1813.html
 

Культура

Пуш уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Турцинчи Эскишехир хулинче иртнӗ «Навруз-Байрамы» уявланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Концерт 20 пин ытла ҫын кӗрекен залра иртнӗ.

Уява шупашкарсем ҫамрӑксен ташшипе уҫнӑ. Хупма вара вӗсем «Линька-линька» вокалпа хореографи сюитине кӑтартнӑ. Ӑна куракансем пысӑк хавхаланупа йышӑннӑ-мӗн. Артистсене сувенир шарфӗ парнеленӗ, коллектива Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.

Эскишехир хула мэрийӗ умӗнчи лапамра Калмӑк тата Тутар республиксенчен пырса ҫитнӗ коллективсемпе пӗрлехи композици кӑтартнӑ. Уява тӗрлӗ ҫӗршыври 35 коллектив хутшӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 02

1926
99
Тӗпӗҫтӑвком чӑваш чӗлхин пирвайхи орфографи правилисене ҫирӗплетнӗ.
1946
79
Карлин Николай Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1946
79
Пукаш Анатолий Владимирович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1951
74
Юлия Силэм, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2009
16
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем