Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Линька-линька авкаланма Турцие кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.03.2014 12:47 | 1634 хут пӑхнӑ
Культура

Пуш уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Турцинчи Эскишехир хулинче иртнӗ «Навруз-Байрамы» уявланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Концерт 20 пин ытла ҫын кӗрекен залра иртнӗ.

Уява шупашкарсем ҫамрӑксен ташшипе уҫнӑ. Хупма вара вӗсем «Линька-линька» вокалпа хореографи сюитине кӑтартнӑ. Ӑна куракансем пысӑк хавхаланупа йышӑннӑ-мӗн. Артистсене сувенир шарфӗ парнеленӗ, коллектива Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.

Эскишехир хула мэрийӗ умӗнчи лапамра Калмӑк тата Тутар республиксенчен пырса ҫитнӗ коллективсемпе пӗрлехи композици кӑтартнӑ. Уява тӗрлӗ ҫӗршыври 35 коллектив хутшӑннӑ.

#Турци, #культура, #уявсем, #Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, #Эскишехир

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем