Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Владикавказ

Культура
Владивосток. skyscrapercity.com сӑнӳкерчӗкӗ
Владивосток. skyscrapercity.com сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ уйӑхӑн юлашки эрнинче пирӗн тӑрӑхра Республика кунне халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн тӑрӑха Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен те хӑнасем килсе ҫитнӗ иккен.

Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсенчен пӗри, МТС, Big Data кӑтартӑвне тишкернӗ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки эрнинче Чӑваш Енри пулӑмсемпе паллашма Чулхулари, Мускаври, Питӗрти туристсемпе усламҫӑсем йышлӑ килнине палӑртнӑ.

Уяв тӗлӗнче пирӗн патӑмӑра Урал тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен те килнӗ. Ҫав енӗпе ТОП-10 хула шутӗнче ҫаксем: Чулхула, Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Ҫӗнҫӗпӗр, Сыктывкар, Владивосток, Печора, Норильск, Владикавказ.

 

Ҫул-йӗр

Аэрофлот «Победа» авиакомпанипе пӗрле пӗрлехи рейссене билетсем сутма пуҫланӑ. Пӗр авиарейсран тепӗр авиарейс ҫине Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче куҫса ларма май килӗ.

Код-шеринг килӗшӗвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, лоукостер Аэрофлотӑн SU кочӗпе пассажирсене ӗнертенпе, утӑ уйӑхенченпе, турттарма тытӑннӑ. Кун пек мелпе самолётсем Шереметьевӑран Барнаула, Махачкалана, Ӗпхӗве, Чӗмпӗре, Владикавказа, Минеральные Воды хулине, Шупашкара, Горно-Алтайска, Петрозаводска, Нальчика, Перме тата асӑннӑ ҫав хуласенчен каялла, Мускаври Шереметьевӑна, вӗҫеҫҫӗ.

 

Владикавказ хулинче ҫамрӑк ташӑҫӑсен I Пӗтӗм тӗнчери «Ылтӑн дуэт» фолк-фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль Хаджисмел Варзиев балетмейстер ячӗпе хисепленет. Ӑна хореографи ӳнерӗн мэтрӗ тесе хаклаҫҫӗ. Ун пек фествиале ирттерес шухӑша вӑл сӗннӗ те, анчах проекта хута яма ӑна май килмен. Ашшӗн шухӑшне Сослан ывӑлӗ пурнӑҫа кӗртнӗ.

Фолк-фестивале хамӑр ҫӗршыври тата ҫывӑх тата инҫет чикӗ леш енчи артистсем пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑна Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артисчӗсем Юлия Ганинӑпа Алексей Герасимов тухса кайнӑ. Унта вӗсем А. Ангаров хореографийӗпе лартнӑ «Эх, ҫӑпата» номерпе хутшӑннӑ. Вӗсене I степеньлӗ дипломпа тата Владикавказ хулин вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗн администрацийӗн парнипе — осетин наци тумне тӑхӑнтартнӑ икӗ пуканепе (вӗсене алӑпа ӑсталанӑ) чысланӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ