Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗнчи управине Геннадий Маслов ертсе пыма тытӑннӑ.
Геннадий Маслов 1966 ҫулта Елчӗк районӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта Хусанти ракета ҫарӗсен аслӑ ҫар команда инженери училищичнен вӗренсе тухнӑ. 6 ҫул ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри Куславкка районӗнче шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 1994-2001 ҫулсенче тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Етӗрне районӗнче шалти ӗҫсен пайне ертсе пыма шаннӑ, кӑштахран Шупашкарта ҫав тытӑмра тимленӗ. 2011-2021 ҫулсенче Елчӗк чӑвашӗ Норильскра Шалти ӗҫсен пайне ертсе пынӑ.
Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик паян, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 65 ҫул тултарнӑ.
Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родик сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ.
2020 ҫулта сцена ӑсти «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки эрнинче пирӗн тӑрӑхра Республика кунне халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн тӑрӑха Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен те хӑнасем килсе ҫитнӗ иккен.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсенчен пӗри, МТС, Big Data кӑтартӑвне тишкернӗ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки эрнинче Чӑваш Енри пулӑмсемпе паллашма Чулхулари, Мускаври, Питӗрти туристсемпе усламҫӑсем йышлӑ килнине палӑртнӑ.
Уяв тӗлӗнче пирӗн патӑмӑра Урал тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен те килнӗ. Ҫав енӗпе ТОП-10 хула шутӗнче ҫаксем: Чулхула, Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Ҫӗнҫӗпӗр, Сыктывкар, Владивосток, Печора, Норильск, Владикавказ.
Паян Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Евгений Зиничев сарӑмсӑр вилӗмпе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. 55 ҫулти тӳре-шара Норильскра арктика зонине инкеклӗ лару-тӑруран ҫӑлас енӗпе ирттернӗ ведомствӑсем хушшинчи вӗрентӳ вӑхӑтӗнче вилнӗ.
Федераци МИХӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта видеофильм ӳкернӗ оператор ту хысакӗнчен шыва персе аннӑ. Ӑна ҫӑлма тӑнӑ Евгений Зиничев та ту хысакне ҫапӑннӑ. Оператора та, Евгений Зиничева та пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварма май килмен. Евгений Зиничев 55 ҫулта пулнӑ.
Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлса кайнӑ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хурланнине пӗлтернӗ.
Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.
Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родик сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ.
Паян вӑл паллӑ артист ҫеҫ мар, юратнӑ педагог та. Лариса Родик 20 ҫула яхӑн Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче ҫамрӑксене актер ӑсталӑхӗпе режиссурӑна вӗрентет.
Чӑваш Енӗн кинематографисчӗсем тата культурӑра ӗҫлекенсем ыран Александр Дымич кинооператорпа сывпуллашӗҫ. СССР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 77-мӗш ҫула кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Александр Дымич пирки республикӑн тӗп летопиҫҫи тесе хаклать. Пурнӑҫӑн тӗп пайне вӑл оператор ӗҫне халалланӑ. Тӗрлӗ студире тӑрӑшнӑскер 1956—1962 ҫулсенче Иркутскри киностудире, Норильскри, Иркутскри, Якутскри телестудисенче оператор пулӑшуҫинче тимленӗ. 1962 ҫулта вӑл Хусанти кинохроника студийӗнче тӑрӑшма тытӑнать. Унта тимленӗ чух вӑл пуҫарнипе Хусанти кинохроника студин Шупашкарти корреспондент пунктне йӗркеленӗ. Унти ӗҫленӗ ҫулсенче Александр Дымич "На Волге широкой" киножурнал валли Чӑваш Ен ҫинчен документлӑ фильмсем нумай ӳкернӗ.
Александр Дымичпе ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти "Ритуальные услуги" (чӑв. Ритуаллӑ пулӑшу) МУПра 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Норильскри Культура центрӗнче Наци культурисен «Ен — пирӗн пӗрлехи кил» ятпа X фестивалӗ иртнӗ. Унта хулари вунӑ ытла обществӑпа культура организацийӗ пухӑннӑ. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Сӑмахран, Таймыр тӗп хулинчи дисапорӑсем те пырса ҫитнӗ.
Хулари чӑвашсен диаспорин пайташӗ Тамара Яковлева, ав, Норильскра 30 ҫул пурӑнать. Ҫак вӑхӑтра вӑл яланах диаспорӗ пайташӗ пулнӑ. Вӑл халӑх туслӑхне халалланӑ мӗнпур мероприятие хутшӑннине пӗлтерет. Нумаях пулмасть индустри институтӗнче пулнӑ, каярах — пуянлатакан хапрӑкра. Фестивальсене яланах кӑмӑлтан хатӗрленеҫҫӗ-мӗн.
Кирек епле уяври пекех наци апат-ҫимӗҫӗн куравӗ иртнӗ, концерт та пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |