Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫитес ҫул Пӗтӗм чӑваш кинофестивальне ирттерме йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.07.2014 15:18 | 1973 хут пӑхнӑ
Культура

Ытларикун, утӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлӗхӗн Правленийӗ черетлӗ пухӑва пухӑннӑ. Унта кино ӳкерекенсен пӗрлӗхне кӗрекенсен миҫе тенкӗ тӳлесе кӗмеллине, пӗрлӗх пайташӗсем ҫулсерен миҫе тенкӗ пухмаллине тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ. Сӑмах май тӳлев виҫине тӗрлӗрен сӗнекенсем пулнӑ — сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗрлӗхе кӗме 3 000 тенкӗ тӳлемелле тунӑ, ҫулсерен — 1 пиншер тенкӗ.

Тепӗр ыйтура ҫитес ҫул 1-мӗш Пӗтӗм чӑваш кинофестивальне йӗркелессине тӑратнӑ. Правлени пайташӗсем ӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ирттерме ҫирӗплетнӗ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен фестивалӗн Йӗрки-шывне хатӗрлеме Вячеслав Оринова сӗннӗ. Вӑл хӑй те хӑйӗн шухӑшӗсене пытарса тӑман, кинофесивале ирттерме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме культура министрествине ҫырупа тухса сӗннӗ. Вячеслав Оринов тепӗр сӗнӳ те панӑ — Элтепер патне ҫырупа тухса чӑваш киноматографи аталантарас енӗпе ятарлӑ грант йӗркелесси ҫинчен. Правлени пайташӗсем ӑна ырланӑ.

Пухура ҫавӑн пекех кино ӳкерекенсен шкулне тата пӗрлӗхӗн сайтне йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.

#фестивальсем, #кинофестивальсем, #кино ӳкерекенсем, #пухусем

 

Комментари:

Migulaj // 8254.3.9166
2014.07.18 06:33
Çитес çул Пĕтĕм чăваш кинофестивальне мĕнле чĕлхепе ирттерме йышăннă?
Давид // 3191.36.8419
2014.08.03 12:19
Давно я ждал реанимацию чувашской культуры,наконец-то появился просвет,есть надежда.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем