Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тӑхтие асӑнса — «Илемпе сӑмах ӑсти»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 04.09.2014 22:14 | 1771 хут пӑхнӑ
Культура Илле Тӑхти ҫыравҫӑ
Илле Тӑхти ҫыравҫӑ

Иртнӗ ӗмӗрте палӑрнӑ чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тӗпчевҫӗсем паян ҫӗнӗрен тишкерсе пӑхаҫҫӗ. Паллах, ун пек чухне тӗппипех урӑх хак параҫҫӗ тесе калама ҫук. Тепӗр чухне малтан каланинех ҫӗнӗ куҫпа курса хаклаҫҫӗ. Ҫакӑ та вӑл ку ҫыравҫӑ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме, унӑн ҫӗнӗ енӗсене палӑртма пулӑшать.

Сӑмах кунта Илле Тӑхти пултарулӑхӗ пирки пырать. Кӑҫал ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта, Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире, Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх университетӗнчи этнологи факультечӗн литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Тӑхтие чӑн-чӑн халӑх вӗрентекенӗ теме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра. Вӑл нумай ҫул тӗрлӗ шкулта ӗҫленӗ, чӑваш ачисене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшине тухса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Мӗн виличченех халӑха вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Тӗпчевҫӗсенчен чылайӑшӗ Тӑхти кулӑшне чи малтанах унӑн «Колчак» ятлӑ поэминче курнӑ, ҫыравҫӑн сӑнар калӑплас, кулӑшла лару-тӑру тӑвас ӑсталӑхне вырӑнлӑ палӑртнӑ. Малаллахи пултарулӑхӗнче, уйрӑмах прозӑпа ҫырнӑ хайлавӗсенче, Илле Тӑхти ҫак ӑсталӑхӗ ҫирӗпленсе те вӑй илсе пыни, шухӑшлавӗ, тавра курӑмӗ аталанни куҫ кӗретех. Вӑл калас сӑмахӑн ытарлӑхӗ ӳсет, пытарӑнчӑк шухӑшпа пуянланать.

Елчӗкри тӗп вулавӑшра Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май «Илемпе сӑмах ӑсти» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Вулакансене унӑн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ иккен.

«Тӑхти калавӗсем калӑпӑшӗпе пысӑках мар, анчах вӗсенче тарӑн шухӑш пытарӑннӑ. Калавҫа ухмаха пертерсе вӑл ыттисене хӑйсен айванлӑхӗ ҫине куҫ уҫса пӑхма сӗнет. Илле Тӑхтин калавӗсем чӑннипех те литература ахахӗсем пулса юлчӗҫ. Чӑн-чӑн пысӑк писателӗн кун-ҫулӗ ялан тенӗ пек ҫӑмӑл мар. Вӑл таланчӗ тапса тӑнӑ вӑхӑтра ҫӗре кӗнӗ. Ҫутӑ ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр чӑваш халӑх чӗринче пурӑнӗ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ маларах асӑннӑ вулавӑшра.

#юбилейсем, #литература, #Елчӗк, #вулавӑшсем, #Елчӗк районӗ, #Тӑвай районӗ, #Нӳшкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем